Праҫнике Раҫҫейре иртекен ҫемье ҫулталӑкне, Чӑваш Республикинчи экологи культурипе ҫутҫанталӑка перекетлессин ҫулталӑкне тата "Елчӗк ен" ентешлӗхӗ 30 ҫул тултарнине халалланӑ.
Уявра Елизавета Долговӑн "Воробушек Чик-чирик" ятлӑ юмах тӑрӑх иртнӗ ӳкерчӗксен ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетрӗҫ. Конкурса хамӑр республикӑран, Чӗмпӗр, Саров, Мускав тата ытти хуласенчен ҫӗр ытла ӗҫ килнӗ. Чи кӗҫӗн ӳнерҫи - 4 ҫулта, чи асли - 63. Пурӗ 60 ытла призер. Ҫӗнтерӳҫӗсем - 7(Елчӗк тӑрӑхӗнчен, Шупашкартан, Чӗмпӗртен).
Паян вара уява килнӗ ҫӗнтерӳҫӗсене чысларӗҫ:
Васильев Метью, 9ҫ.;
Сайкин Артем, 10ҫ.;
Судакова Мария, 11ҫ.
Сайкина Светлана Николаевна, 47ҫ.
Сӑнӳкерчӗксене ӳкерекенсем: З. Яковлевӑпа Щар.
Елизавета Долгова
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев