( Пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайнӑ аннесене халалласа ҫырнӑ сӑввӑм . Чи малтанах аннеме - Скворцова Раиса Андреевнӑна💞)
Ушкӑн-ушкӑн шур пӗлӗт шӑвать мал енне,
Хушшинче эп шыратӑп аннеҫӗм сӑнне.
Мамӑк пек чӳхенсе эс ҫӳрен-ши, аннем?
Иртрӗҫ-ҫке ҫӗр ҫинчи манӑҫми самантсем.
Йывӑҫсен ҫулҫисем пӑшӑл-пӑшӑл ҫумра,
Эс, юратнӑ аннеҫӗм, ялан асӑмра.
Таянатӑп пӗчченҫӗ ҫӑка ҫумнерех,
Асилсе калаҫатӑп санпа темчченех.
Эс килетӗн ума унчченхи пек хитре,
Чӗнтӗрленӗ чӑваш тум-кӗпи сан ҫире.
Мӗншӗн тунсӑх-ши хӑмӑр йӑваш куҫусем?
Тем калас пек мана тинкереҫҫӗ вӗсем.
Шӑнкӑрав пек сассу илтӗнет аякран:
"Чӗппӗм, эсӗ халь мансӑр епле пурӑнан?
Аҫупа шав ҫӳретпӗр ҫӳлти тӳпере,
Куҫ илмесӗр сыхлатпӑр, ачсемӗр, сире".
Шывланать мӑшӑр куҫ. Йӳҫ куҫҫулӗ тулать,
Ыр аннеҫӗм сӑнарӗ умран ҫухалать.
Тинкеретӗп каллех шанӑҫпа ҫӳлелле
Тӳпери пӗлӗтсем иртекен ҫулӗпе.
Еплелле пӗлтерем-ши сана тунсӑха?
Эс таратӑн манран инҫетри уҫлӑха.
Чунӑма йывӑр чух каллех шӑппӑн ҫитен,
Ӑшӑмра пуррине пӗр чӗнмесӗр итлен.
Иртнине халь текех тавӑрма пулас ҫук,
"Эпӗ ҫитрӗм, аннеҫӗм", - тесе калас ҫук.
Аллусен ӑшшине те пулаймӗ туйма,
Нихӑҫан та пӑрахмӑп сана юратма.
Ушкӑн-ушкӑн шур пӗлӗт шӑвать мал енне,
Хушшинче эп шыратӑп аннеҫӗм сӑнне.
Мамӑк пек чӳхенсе эс ҫӳрен-ши, аннем?
Иртрӗҫех ҫӗр ҫинчи манӑҫми самантсем.
28. 08. 2024. Мая Салампи
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1