Павлов В.И. вулать. «Хура кăрăç» (Черные грузди) — книга Анатолия Емельянова на чувашском языке, изданная в 2021 году в серии «Эткер», где показана жизнь чувашской деревни в канун перестроечного времени. Колхозсене тахҫанах салатса янă пулсан та, «Ҫырма Куҫми» повеҫре хускатнă тема паян та ҫивĕчлĕхне ҫухатман. Тĕнчере е ҫĕршывра кирек мĕнле самана тăрсан та, чăваш ҫĕрĕ ҫырма-ҫатраран хăтăлса пĕтес ҫук. Пулăхлă тăпрана упраса хăварса тыр-пул туса илес тесен, ҫĕре ҫырма-ҫатра ишесрен сыхламах тивет. Пĕрре пăхсан васкаса тумалла ĕҫ мар пек, ырана хăварма та юрать пек туйăнать. Юрать-ха, пурнăҫра Ҫырма Куҫми пек канăҫсăр ҫынсем пур. Вĕсем тăрăшнăран ҫутҫанталăк илемĕпе пархатарĕ ăруран ăрăва куҫса пырать. Авалхи чăвашсен ҫулталăкра вунвиҫĕ уйăх пулнине нумайăшĕ пĕлмест те пулĕ-ха. Типшар вунвиҫҫĕмĕш уйăхра килсен, тепĕр ҫулталăкĕ телейлĕ пулать тесе ĕненнĕ чăвашсем. Колхоз председательне Сетнер Осиповича шăрăх ҫанталăк вăраха кайни кулянтарать. Унпа ачаран пĕрле ӳснĕ, халĕ республикăри пысăк предприятие ертсе пыракан Алексей Петрович пурнăҫĕнче вара – урăхла типшар, ҫак икĕ геройăн хуйхи-суйхи, характерĕсем «Ҫулталăкра вунвиҫĕ уйăх» повеҫре туллин курăнаҫҫĕ. Писателĕн чĕлхи ҫав тери сăнарлă. Вуланăҫемĕн тӳрех асра юлакан йĕркесене ҫине-ҫинех тĕл пулатăн. «Хура кăрăҫри» Ҫеменпе Урине пирки «ик ҫăпата ĕр мăшăр» тесе калас килмест. Повесть инкекпе вĕҫленни те ҫак шухăшах ҫирĕплетет. Пуянлăхра пурăнсан та телейĕ ҫук Уринен. Уншăн ҫут тĕнче кĕҫех сӳнессине автор вулакана ытарлăн систерет: ҫăнăх та, газ та, сăмакун та вĕҫне ҫитнĕ унăн килĕнче, сехет те чарăннă, ҫурт та пушаннă. Ҫеменпе мар, хăй юратнă, хăйне те юратакан Федьăпа пĕрлешнĕ пулсан Уринен пурнăҫĕ пачах урăхла май ҫаврăнса каймаллаччĕ те ҫав. Кĕнекене вуласа тухсан та унти геройсенчен час уйрăлаймастăн: пурнăҫран илнĕ сăнарсем тахҫанчченех кăмăла хумхатаҫҫĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Анатолий Емельяновăн «Хура кăрăҫне» Чăваш Республикин Наци библиотеки «Вуламалли 100 кĕнеке» списока кĕртнĕ.