Сл., муз., аранж - Д. Моисеев
* От имени человека, который с недавних пор на войне
Манӑн та вӑхӑт ҫитрӗ,
Санӑн та вӑхӑт ҫитрӗ:
Тӑшмана кар тӑрса тӗп тума,
Ҫӗр-шыва сыхласа хӑварма,
Халь ҫуралнӑ ачасене ҫут тӗнче ырлӑхне кӑтартма.
Ӗмӗр-ӗмӗр эпир пулнӑ,
Курмаллине чӑн та курнӑ..
Ҫав-ҫавах нихӑҫан аптраман,
Аслӑ Турӑ пир(ӗн)тен пӑрӑнман,
Пӗрлӗхре шанӑҫ тупса - кӗрешер усалпа тус-тӑван!
Шутласа илер хамӑр ҫинчен,
Тишкерсе тухар пурнӑҫ ҫулне.
Чи малтан тасатар чунсене,
Тӗрӗслӗхпе тултарар шухӑшсене,
Вара! Вара пире хӑратмӗҫ вӑрҫӑ хирӗсем, усал тӑшмансем... Ҫӗнтеретпӗр!
Халь пыраҫ ҫапӑҫусем,
Ҫав-ҫавах шанап, илтсем..
Эп килетӗп каялла!
Эп курап мирлӗ пурнӑҫа!
Ҫамрӑк чун лӑплан, лӑплан
Аслӑ Турӑ пире пӑрахман..
Ҫамрӑк чун лӑплан, лӑплан,
Аслӑ Турӑ пире пӑрахман..
Ҫамрӑк чун лӑплан, лӑплан..
Аслӑ Турӑ пир(ӗн)тен пӑрӑнман!