1.Мĕншĕн эс салху паян тăванăм
Сăн-питÿ хаваслăччĕ ĕнер.
Ĕç патне аллу пымасть и санăн?
Сывлăху хавшарĕ-и? Пĕлтер!
Темĕн чул çусан та сивĕ çумăр
Пурпĕр вăл вĕçленнĕ-вĕçленмен.
Йăлтăркка хĕвел çыхса сар тутăр
Ăшшăн кулĕ пĕлĕт хыçĕнчен.
2.Пурнăç хирĕпе утса тухаймăн
Тутанмасăр йÿçĕ çимĕçне.
Йăнăшать этем – нимех тăваймăн
Такăнать ыр ут та хăш чухне.
3.Ашкăнат-и шухă çил-тăман
Кармашат çÿле лаштра юман.
Авалтан кун - çул йĕрки çапла
Тăвалла пулсан та малалла.