Шăпчăксем. Слова и музыка Анагура Тихонова.
Сивĕ хĕл те иртсе пырать,
Çут çуркунне çывхарать.
Ăшă çу та килсе çитĕ,
Темшĕн чунăм хумханать.
Ĕмĕр иртет, çулсем шăваç,
Чĕрем çеç ман ватăлмасть.
Çĕр варринче аташтараç,
Шăпчăксем юрă юрлаç.
Чÿречем тухать пахчана,
Çĕр-пин йывăç хушшине.
Аллăма унта тăсассăн
Шăпчăк ларать ал çине.
Тĕттĕм симĕс ун тумтирĕ,
Часах кураймăн уна.
Унăн ытарми юррийĕ
Хумхантарать ман чуна.
Шăпчăк сасси, шăпчăк юрри,
Янăратать таврана.
Тахçанхи çамрăк кунсене
Тавăрать ха вăл мана.
Камсене хумхантарман-ши?
Камсем уна итлемен?
Çуллахи ăшă каçсенче
Ыткăнăшса çуремен?
Шăпчăк пекех юр юрласа,
Çăлкуç пек шăнкăртатса,
Тус-тăванпа, ачасемпе
Пурăнасчĕ савăнса.
Сан юрруна вĕренесчĕ,
Çырасчĕ сан сăввуна,
Шăпчăк пекех юрлаясчĕ,
Тĕлĕнтерсе таврана! Начало весны 2017.