Карти-карти кайăк хур вĕçет-ҫке
Сенкер пĕлĕт çийĕн те ай ярăнса
Сисĕнмесĕр ĕмĕр ,эх, иртет-çке
Тăнлав çине шур йĕр те, ай, хăварса.
Çăканăн та çулçи мĕншĕн çаврака
Çамрăк ĕмĕр иртет
Иртмест тесе, ах, ан калăр.
Шурă хурăн çумне те тайăлас теп
Итлесе таврари , ай, шăплăха
Пĕр самантлăха çеç тавăрасчĕ
Нихăçан манăçми, ай, яшлăха
Каласамччĕ, хурăн, ай, шур хурăн
Мĕншĕн эс ларатăн-ши халь пĕр пĕччен
Темĕн чул шутласан, пуç ватсан та
Çарăклах килес çук – мĕн ик хутчен.