Чувашская музыкальная группа "Хурăнташ" ("Родственник") — Оксана Степанова, Денис Антипов и Анастасия Адяпова исполняют прекрасную жизнерадостную песню на чувашском языке на стихи поэтессы и композитора Лидии Николаевны Изекеевой "Мĕн сунар тăвансене" ("Что пожелаем родным").
Эта песня для группы "Хурăнташ" стала первой песней, так называемой визитной карточкой
на большую сцену.
Лидия Николаевна Изекеева - член Союза писателей Чувашской Республики и Российской Федерации, Заслуженный деятель Чувашской национальной культуры.
Русско-чувашский словарь (40 000 слов) под редакцией И. А. Андреева и Н. П. Петрова, Москва - 1971 —
Родственник - хурăнташ, тăван;
Родство - 1. тăванлăх, хурăнташлăх, турту, туртăнкă; 2. евĕрлĕх, çывăххи, çывăхлăх, çывăх пулни.
Текст песни "Мĕн сунар тăвансене"
("Что пожелаем родным").
================================
Музыка и слова:
Лидия Николаевна Изекеева.
================================
1). Мĕн сунар тăвансене,
Мĕн калар тăвансене -
Чун-чĕре хушнипе ал парар тăвансене.
Час-часах тĕл пулса
Йăпанса калаçар,
Хĕвел пек ăшăнса пĕрле пурăнар тăван.
Хушса юрламалли:
----------------------------------------------------------
Тăван тăванпа пиçнĕ тенĕ ĕлĕкрен,
Тăван нумай пулни пит аван иккен.
Пĕрле ĕмĕр-ĕмĕр пурнар савăнса,
Юлашки чĕл çăкăра пайлар тăванпа.
----------------------------------------------------------
2). Мĕн сунар тăвансене,
Мĕн калар тăвансене —
Чун-чĕре ыйтнипе ыр сунар тăвансене.
Тĕнчене çутатать,
Çăлтăр пек ялтăрать,
Пĕр çулпа çеç тăван такăнмасăр утать.
Хушса юрламалли:
-----------------------------------------------------------
Тăван тăванпа пиçнĕ тенĕ ĕлĕкрен,
Тăван нумай пулни пит аван иккен.
Пĕрле ĕмĕр-ĕмĕр пурнар савăнса,
Юлашки чĕл çăкăра пайлар тăванпа.
------------------------------------------------------------
------------------------------------------------------------
3). Мĕн сунар тăвансене,
Мĕн калар тăвансене —
Чун-чĕре хушнипе тав тăвар тăвансене.
Тăванлăха, ах, упрар,
Телейлишĕн савăнар,
Пĕр-пĕрне юратса ĕмĕр пулăшар тăван.
Хушса юрламалли:
------------------------------------------------------------
Тăван тăванпа пиçнĕ тенĕ ĕлĕкрен,
Тăван нумай пулни пит аван иккен.
Пĕрле ĕмĕр-ĕмĕр пурнар савăнса,
Юлашки чĕл çăкăра пайлар тăванпа.
------------------------------------------------------------
4). Мĕн сунар тăвансене,
Мĕн калар тăвансене —
Чун-чĕре ыйтнипе пуç таяр тăвансене.
Куçран куçа çеç пăхса
Ăшшăн йăл-ял кулар
Савăк юрăсем пĕрле шăрантарар тăван.
Хушса юрламалли: (2 хут)
------------------------------------------------------------
Тăван тăванпа пиçнĕ тенĕ ĕлĕкрен,
Тăван нумай пулни пит аван иккен.
Пĕрле ĕмĕр-ĕмĕр пурнар савăнса,
Юлашки чĕл çăкăра пайлар тăванпа.
-----------------------------------------------------
-----------------------------------------------------
Тăванпа… Тăванпа…