24 февраля 2017 года.
Село Красные Четаи (Красночетайский район, Чувашская Республика, Россия).
В самом разгаре народные гуляния "Проводы зимы". --- ( нажмите на " ... " слева )
Народный любимец Юрий Ельмов исполняет изумительно мелодичную песню на чувашском языке "Савнă çынпа пурнăр ĕмĕрех" (Музыка: Юрий Ельмов, слова: Леонид Волков).
Песня "Савнă çынпа пурнăр ĕмĕрех"
================================
Музыка: Юрий Ельмов.
Слова: Леонид Волков.
================================
1). Шăпчăк ларсан турат авăнать,
Шăпчăк ларсан йăмра савăнать.
Çамрăклăха аса илсен
Ман тунсăха çулçă çупăрлать.
Хушса юрламалли: ( 2 хут )
----------------------------------------------
Халь ăçта-ши çав каçсем ?
Халь ăçта-ши çав куçсем ?
Пĕр-пĕрне чунтан савса
"Юрататăп" тенисем.
-----------------------------------------------
2). Яшлăх - çурхи кун пек пит хитре,
Яшлăх - çурхи каç пек пит кĕске.
Темшĕн упраймастпăр савнине,
Темшĕн ăнлаймастпăр мĕншĕнне.
Хушса юрламалли: ( 2 хут )
-----------------------------------------------
Халь ăçта-ши çав каçсем ?
Халь ăçта-ши çав куçсем ?
Пĕр-пĕрне алран тытса
"Эпĕ санăн" тенисем.
------------------------------------------------
3). Савнă çынпа пурнăç хитререх,
Савнă çынпа пурнăр ĕмĕрех.
Çавăн çинчен йăмра çулçисем
Систереççĕ юр çине ÿксе.
Хушса юрламалли: ( 2 хут )
-----------------------------------------------
Халь ăçта-ши çав каçсем ?
Халь ăçта-ши çав куçсем ?
Пĕр-пĕрне телей сунса
"Ĕмĕр манмăп" тенисем.
--------------------------------------------
============================