Пирӗн кукаҫи, Киргизов Иван Петрович, 1898 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Сител ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ ветеранӗсене чысланӑ кунсенче кӑкӑр тулли медальсемпе илемлетнӗ пиншакне тӑхӑнатчӗ. Хӗвел шевлипе пӗрлешсе паттӑр чӑваша тав тунӑ евӗр куҫа илӗртетчӗҫ вӗсем. Тивӗҫлипех мухтанмалӑх пур паллах, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлес тесе Граждан вӑрҫинче те, Аслӑ вӑрҫӑра та пӗрремӗш ҫулӗнчех пуҫласа тӗрлӗ фронтсенче ҫапӑҫса ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ .
Вунсакӑр ҫул тултарсанах хӑй ирӗкӗпе шуррисене хирӗҫ ҫапӑҫма тухса каять Сител каччи. Обозпа хӗҫ-пӑшал, патронсем, апат-ҫимӗҫ турттарать.1918 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 1919 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен вӑл Чапаев дивизийӗнче ҫапӑҫать.
"Кавалеристсен шутӗнче пулас тесен, шуррисенчен лашине ҫапӑҫура тытса илмеллеччӗ,"- тесе каласа паратчӗ вӑл мӑнукӗсене.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан кукаҫие 1941 -мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗнче авиацие пулӑшакан 167-мӗш батальонӗнчи пӗр отделенин командирӗ тӑваҫҫӗ. 1942 ҫулта 161-мӗш строевой полкӗн командирӗ пулма шанаҫҫӗ. Финсене хирӗҫ пыракан ҫапӑҫура та , Сталинград хулине хӳтӗлекен ҫапӑҫура та паттӑрлӑх кӑтартать чӑваш каччи.
"Атӑл урлӑ хырӑмпа шуса каҫрӑмӑр, пуҫ урлӑ пульӑсем вӗҫеҫҫӗ,чылайӑшӗ ҫавӑнтах выртса юлчӗҫ,"-тетчӗ.
Днепр урлӑ Курск пӗккинчи ҫапӑҫура та, Латви ҫӗршвыне хӳтӗленӗ ҫапӑҫура та пулма тивнӗ кукаҫие. Стрелоксен 231-мӗш гварди полкӗнче сержант Иван Киргизов санитар пулса нимӗҫ фашистчӗсене хирӗҫ кӗрешнӗ. Ҫарта хӑюллӑх кӑтартнӑшӑн виҫӗ хутчен "Хастарлӑхшӑн" медаль, ытти сумлӑ наградӑсем парса чысланӑ. Малтанхине, стрелоксен 3-мӗш батальонӗн гварди сержанчӗ,харсӑр санитар 1943 ҫулта Киев ҫывӑхӗнче пынӑ ҫапӑҫу хирӗнчен йывӑр суранланнӑ 16 салтакпа офицера тата вӗсен хӗҫ-пӑшалӗсене илсе тухнӑшӑн тивӗҫнӗ.Теприне 1944 ҫулхи ҫӗртме ӳйӑхӗн 23-26- мӗшӗсенче Белоруҫ фрончӗнче Наречь хули ҫывӑхӗнче пынӑ ҫапӑҫусенче тивӗҫнӗ. Вӑл артиллери миномечӗн вут -ҫулӑмӗ айӗнчен 40 офицерпа салтака илсе тухса полкри медицина пунктне ҫитерме пултарнӑ. 1945 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче совет салтакӗсен тӑшманӑн тӗрлӗ хӑватлӑ хӗҫ-пӑшалсемпе пенине пӑхмасӑрах, Пилица юханшывӗ урлӑ каҫмалла пулнӑ, пирӗн чаҫсем нумай ҫухату тӳснӗ. Иван Киргизов кунта та хӑраса ӳкмен, аманнисен суранӗсене ҫыхнӑ, хӑй тӗллӗн тухма пултарайманнисене ҫапӑҫуран аяккарах илсе тухса сиплев пунктне ҫитернӗ. Ҫапла пӗр чарӑнмасӑр талӑк ытла тӑсӑлнӑ. Нимӗҫ фашисчӗсене Германие ҫитиех хӑваласа пынӑ пирӗн паттӑрсем.
Пирӗн кукаҫин те кӑкӑрӗ ҫинче 12 медаль, вӗсен хушшинче: "Сталинграда хӳтӗленӗшӗн", "Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн", Латвири Рига хулине ирӗке кӑларнӑшӑн", "Берлина илнишӗн", "Тӑван ҫӗршывӑн 1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫӑра Германие ҫӗнтернӗшӗн". Тата чылай Тав грамотисемпе, тӗрлӗ сумлӑ парнесемпе 1945 ҫулхи утӑ уйӑхен 12-мӗш кунӗнче тӑван киле таврӑнать. Кунта та ахаль лармасть вӑрҫӑ паттӑрӗ, таврари вӑрмансенче леҫник пулса вӑй хурать, колхоз лашисем валли ритӑван, ҫуна, кӳлмелли хатӗрсем ӑсталаса пулӑшать. Пӑлаки мӑшӑрӗпе икӗ хӗр ҫитӗнтереҫҫӗ. Аслӑ Анастасия хӗрӗпе Евтропий кӗрӳшӗн сакӑр ача тата вунсакӑр мӑнукпа ҫирем икӗ кӗҫӗн мӑнук; кӗҫӗн Зоя хӗрӗпе Олег кӗрӳшӗн ултӑ ачапа вунвиҫӗ мӑнук тата тӑхӑр кӗҫӗн мӑнукӗ ӳсеҫҫӗ.
"Кукаҫи мӗн чухлӗ медаль сан! Каласа пар-ха, кӑсӑкланать пӗрре ҫеҫ мар Иван Петровичӑн аслӑ мӑнукӗ Коля. Ҫапла, вӑрҫӑри хастарлӑхшӑн офицерсене орден, салтаксене медаль парса чыслатчӗҫ хуравлать кукашшӗ. Салтаксен медалӗ- офицерсен орденӗпе танлашать. Ытти кӗҫӗн мӑнукӗсем те хӑйсен мӑн аслашшӗ ҫинчен кӑсӑкланса кукамӑшӗсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ, сӑнӳкерчӗкӗсене, архиври документсене шыраса туптарса хальхи ӑрӑва хӑйсен мӑн аслашшӗн паттӑрлӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.
Фашистсене ҫӗнтернин 75 ҫул ҫитнине палӑртса уявланӑ ҫул Зоя хӗрӗн кӗҫӗн мӑнукӗн, улттӑмӗш класри Милана Анисимован сочиненине Чӗмпӗрте тухса тӑракан хаҫатра пичетлесе кӑларнӑ. Аслӑ хӗрӗн кӗҫӗн мӑнукӗ Таня, Шупашкарти 43-мӗш номерлӗ шкулта мӑн аслашшӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Вӑрҫӑра та, ӗҫре те пиҫӗхнӗ чӑваш паттӑрӗ, Киргизов Иван Петрович 89 ҫула ҫитсен хӑйӗн ачисемпе ӗмӗрлӗхех уйрӑлать. Эпир, унӑн мӑнукӗсем, ун ҫинчен ламран лама пӗлтерсе пырӑпӑр, эсӗ ӗмӗрлӗхех пирӗн асра! Тайма пуҫ сана, юратнӑ кукаҫи, асатте.
Комментарии 4