⚡Библиотека для старшего поколения становится важной частью жизни. Здесь общие праздники, встречи, посиделки, литературные вечера, где - узнают много полезного - читают периодические издания, знакомятся с новыми книгами, выбирают книги для домашнего чтения. В Сиделинском библиотечном пункте вот уже много лет работает клуб "Ӑста алӑсем" - женский клуб для творческих натур. Клуб по рукоделию стал интересным местом проведения свободного времени для читателей пожилого возраста. Во время занятий участники занимаются не только рукоделием, но и общаются, вместе изучают схемы, обсуждают книги или волнующие их вопросы, и просто дружат. ⚡На очередном занятии клуба участники вновь углубились в технику бисероплетения. Особый интерес у собравшихся вызвало ожерелье (мӑй ҫыххи), которую вышивает Нина Соколова. Там своя технология. Нина Васильевна всем объясняет так доходчиво, что желание что-то сделать загорается моментально. Она свои знания с удовольствием передаёт участницам клуба.
    1 комментарий
    43 класса
    Сителсем савӑк кӑмӑлпа Пукрава уявларӗҫ.     Паян чӑвашсем, юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Пукрав кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вăл кĕрхи пысăк уявсенчен пĕри. Ӑна мӗн авалтан уявлӑнӑ.     Пукрав кĕрпе хĕл тĕл пулнине палăртать. Пăрçа кукли, кăмпа - Пукрав уявĕн паллисем. Пăрçа сивве парăнмасть, çавăн пекех пирĕн те çирĕп пуласчĕ тесе ҫынсем сăйланаççĕ.     Сителти хастар та маттур хӗрарӑмсен ушкӑнӗ Пукрава паллӑ тума клубпа библиотекана  пуҫтарӑнчӗ. Вӗсене культура ӗҫченӗсем уявӑн историйӗпе, унӑн сӑнавӗсемпе паллаштарчӗҫ. Оксана Хомуткина библиотекарь пухӑннисене "Литературӑллӑ Чӑваш Ен- 2023" конкурса хутшӑнннӑ кӗнекесемпе паллаштарчӗ. Ытларахӑшӗ Мая Салампин произведенийӗсене килӗштерчӗҫ. Сӑввисене юратса вуларӗҫ.     Пукрав ячӗпе хӗрарӑмсем уяв ӑшшине хупса тутлӑ кукӑлсем пӗҫерсе килнӗ. Вӗсемпе пӗр-пӗрне сӑйларӗҫ. Ҫав хушӑрах уявпа ҫыхӑннӑ пулӑмсене каласа парса савӑнтарчӗҫ.     Пукравра урамра сивӗ пулсан та чунра яланах ӑшӑ пултӑр тесе хӗрарӑмсен ушкӑнӗ чунтанах савӑнчӗ, уява аван ирттерсе яма тӑрӑшрӗ.
    10 комментариев
    62 класса
    Киргизов Иван Петрович вăрçă участникĕн мӑнукӗн, Шупашкар хулинче пурӑнакан Валентина Евтропиевнан аса илĕвĕ. /сӑнукерчӗкре: Иван Киргизов/
    4 комментария
    19 классов
    🏃‍♂️🏃‍♀️Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх паян Аслӑ Арапуҫ ялӗнче тӗнче чемпионки Александра Деверинская ячӗпе чупассипе ӑмӑрту иртрӗ. Унта пирӗн ялтан та Пӑлапуҫ Пашьел, Аслӑ Арапуҫ вӑтам шкулне пӗлӳ пухма ҫӳрекен ачасем хутшӑнчӗҫ. Артем Сахаров хӑйӗн дистанцире пӗрремӗш🥇, Илья Макаров иккӗмӗш🥈, Алина Васильева виҫҫӗмӗш🥉вырӑнсене ҫӗнсе илчӗҫ. Унсӑр пуҫне Сител чысне хӳтӗленӗ Кристина Лякова, Полина Матюшкина, Эвелина Камышова, Савелий Васильев, Дианапа Данил Выросовсем, Маргаритапа Матвей Максимовсем хӑйсен дистанцийĕсене лайӑх чупса тухма пултарчӗҫ.   ⚡Эпир ҫĕнтерӳҫĕсене тата чупӑва хутшӑннӑ ҫамрӑк спортсменсене чун чĕререн саламлатпӑр, спортпа туслӑ пулнишĕн тав тӑватпӑр. Малашне те ҫитĕнӳ хыҫҫӑн ҫи
    1 комментарий
    33 класса
    25 комментариев
    43 класса
    Прискин Павел Леонтьевич вăрçă участникĕн шăллĕн, Мускав хулинче пурӑнакан Петр Леонтьевичăн аса илĕвĕ. /сӑнукерчӗкре: варринче вӑрҫӑ ветеранӗ тата шӑллӗпе унӑн ывӑлӗ/
    0 комментариев
    34 класса
    Сител ялӗнчи Анастасия Никитична Максимован аса илӗвӗсем.../02.10.2024/
    3 комментария
    70 классов
    Ҫулӗсемпе аслӑ пулсан та чунӗсемпе ҫамрӑк! Пӑрӑнаймӑн ватлăхран, Вăл çавах килет ыран. Кашни вăхăт вăл илемлĕ Чунăм çеç пулсан хĕвеллĕ! Чӑнах та ватлӑх кунӗсенчен никам та тарса пытанаймӗ. Пурнӑҫӑн кашни тапхӑрӗ пекех вӑл та хӑйӗн ҫулӗпе чуптарать. Ҫыннӑн шӑпи ҫапларах. Ватлӑх кунӗсем ҫӑмӑлах мар, ҫапах та чунра ӑшӑ, ҫумра ҫывӑх ҫынсем пулсан вӗсем те ырӑ пулӑмсемпе савӑнтараҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче кашни ҫулах мучисемпе кинемейсене хисеп туса уяв паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун аслӑ ӳсӗмри тӑванӑмӑрсене чысласа тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Сител ялӗнчи клубпа библиотека ӗҫченӗсем те ватӑсене сума суса уяв саламне ҫитерчӗҫ. Культурӑра вӑй хуракансем аслӑ та чунпа пуян ҫыннамӑрсенчен нуммайӑшӗ паянхи кун килте ҫеҫ ҫӳренине, сывлӑхне кура инҫе каймашкӑн йывӑртараххине шута илсе шӑпах кашнин патӗнчех пулма тӑрӑшрӗҫ. Вĕсем пурне те ăшă та чуна çывăх ырă сăмахсемпе канлĕ ватлăх, çирĕп сывлăх, çемьере юрату, килĕшÿ сунчĕç. Илемлӗ чечек ҫыххисем, ятарласа хăйсем ăсталанă открытка тата асăнмалăх парнепе савӑнтарчӗҫ. Тараватлă та таса чунлă ватăсем хӑнасене уяв ячĕпе юрăсем юрласа пачĕç, хăйсен пурнăçĕпе паллаштарчĕç, шÿтлĕ пулăмсем каласа кăтартрĕç. Маттур аппасемпе пиччесем хăйсене хисеп туса килнишĕн тав тума та манмарĕç. Культура ĕçченĕсене ырă сăмахсемпе пиллесе, яланах вĕсене курма хавассине пĕлтерчӗҫ. Ҫавӑн пекех хисеплӗ асатте-асаннесемпе кукаҫи кукамайсем хӑйсене ватлӑхра пулӑшса пыракансене те мухтарӗҫ. Яланах пӗрле килӗштерсе пурӑнмалла пултӑр терӗҫ.
    26 комментариев
    114 классов
    Игорь СарухановДорогие мои старики
    1 комментарий
    9 классов
    51 комментарий
    69 классов
Фото
  • Класс
Показать ещё