"Иккӗмӗш Сӑпасра чухӑн та панулми ҫиет", — тенӗ авалтан. Ҫинӗ чухне вара лайӑххи пирки ҫеҫ ӗмӗтленмелле тесе аса илтереҫҫӗ Сителти культура ӗҫченӗсем.
Паян вӗсем ҫак пысӑк уяв ячӗпе ачасем валли "Сӑпасра савӑнса юлас!" мероприяти ирттерчӗҫ. Унта ялти шӑпӑрлансем хаваспах хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ. Вӗсене Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизатор тӗрлӗ конкурссенче ӑмӑрттарчӗҫ. Ачасем Панулми сӑпасӗ пулнӑран ҫак питӗ тутлӑ та усӑллӑ ҫимӗҫпе ҫыхӑннӑ вӑйӑсене те савӑнсах вылярӗҫ. Унтан ӑмӑртусенче чупса ӗшеннӗ хыҫҫӑн пурте тулли кӑмӑлпа уявӑн историйӗпе, йӑли-йӗркипе паллашрӗҫ.
Панулми сӑпасне халалланӑ мероприяти ачасене питӗ килӗшрӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ шӑпӑрлансене тӗн уявӗсен пӗлтерӗшӗпе историне, халӑхӑн авалтан пыракан йӑли-йӗркипе паллаштарасси пулчӗ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 9