Вăрçă ачисем, тыл ĕçченĕсем. Вĕсем хура-шур курнă çынсем. Мĕн кăна тÿссе ирттермен-ши? Чăтнă, ырă пурнăç пуласса шаннă. Çавăн çинчен уççăнах пĕлтерчĕ те Çирĕккасси ялĕнчи хисеплĕ ватă Мария Дмитриева.
Сакăр теçеткерен иртнĕ пулин те килĕшÿллĕ, типтерлĕ вăл. Хăйне тытма пĕлнĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăннă. Кунĕ-çулĕ вара пăрăнăçсăр пулман.
- Атте, Константин Михайлов, вăрçа кайнă чухне эпĕ тăватă çул та тултарайман. Анна йăмăкăм вара çулталăкри ача пулнă. Çапла çывăх çыннăмăр ăшшине курма тÿр килмен пире. Вăл мĕнле çын пулнă-ши? Нимĕн те пĕлместпĕр. Атте вăрçăра хыпарсăр çухални кăна паллă. Унăн ашшĕ, пирĕн асатте Михаил та çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнă. Вăл та вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухайман. Çапла пĕр килтен иккĕн - ашшĕпе ывăлĕ фронта кайнă. Пĕри те тăван килне çаврăнса çитеймен, - пĕлтерчĕ часах сакăр вун ултă çул тултаракан хĕрарăм.
Унăн амăшĕ Евдокия Иванова - хастар тыл ĕçченĕ. Çĕрĕн-кунĕн йывăр ĕçре тертленнĕ. Çавăнпах пулĕ ĕмĕрĕ те кĕске пулнă унăн. Вăл ал икĕ çултах пурнăçран уйрăлнă. Икĕ хĕрачана çăмăл килмен. Евдокия асламăшĕ пăхнипе ÿснĕ вĕсем. Килне пăхсах кин килнĕ темелле пек. Кинĕпе хунямăшĕ пĕр ятлă пулнă. Шел, телейĕ пулман çемьере.
- Йывăррăн пулин те малаллах. Мăн Вылă шкулĕнче çичĕ класс пĕтертĕм. Пĕлĕве малалла ÿстерсе професси илес шухăш канăç паман. Вĕреннĕшĕн тÿлеме укçа пулманранах ĕмĕте пурнăçлаймарăм, - малалла калаçрĕ Мария Константиновна.
Колхоз правленийĕ икĕ çамрăка Вăрнара техник-осеменатора вĕренме янă. Вĕсенчен пĕри - Мария. Вăл часах Мăн Вылă ферминче ĕçлеме пуçлать. Кунта вун çичĕ çул вăй хурать. Хĕр пĕрчи тăван Çирĕккасси ферминче те ĕçлет, заведующи пулать. Ĕçчен çамрăка кам юратмĕ. Марийăн качча кайма та шăпа тухнă. Сăпайлă та хитре хĕре аякка кăларса ямаççĕ теççĕ вĕт. Çапла пулса тухнă та. 1970 çулхи хĕвеллĕ май кунĕнче Çирĕкассинче туй кĕрлеттернĕ. Телее, лайăх каччă çакланнă Марийăна. Виталий Дмитриев вĕреннĕрех çын пулнă. Вăл шкулта ачасене тракторпа чупма вĕрентнĕ, лаборант та пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та арманта çăнăх авăртнă. Мария Константиновна «Самолет» хуçалăх ĕçĕсене хутшăнать. Килĕштерсе, туслă пурăнать çемье. Дмитриевсем виçĕ ачана пурнăç парнелеççĕ. Ачисем тĕрĕс-тĕкел, сывă ÿснĕ, хăйсен вырăнĕсене те тупнă.
- Манăн мăшăрăм йĕркеллĕ çын пулчĕ. Эпир пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнтăмăр. Ял-йышпа та пĕр чĕлхе тупнă. Упăшка яланах шаннă мана. Туй-шилĕке пĕччен яни те пулнă, - терĕ Мария Дмитриева.
Вăл юрра-ташша ăста пулнă. Çавна май туя чылай кайнă. Хăй каланă тăрăх, 100-тен ытла.
- Пултарулăхпа палăратăн. Çынсене савăнтарса çÿре. Килти ĕçсене хамах пурнăçлăп, - тесе юратнă мăшăрĕ калани те пулнă иккен.
Шел, кил хуçин ĕмĕрĕ кĕскерех. Вăл утмăл пилĕк çул тултарнă хыççăн пурнăçран уйрăлнă. Мĕнех тăвăн, пурнăç малаллах каять. Хисеплĕ ватă халĕ ывăлĕн çемйипе пурăнать. Дмитриевсем килти хушма хуçалăха аталантарса тупăш ытларах илессишĕн тăрăшаççĕ. Вĕсен картишĕ тулли выльăх-чĕрлĕх. Мария Константиновнăн ывăлĕпе кинĕ, Юрийпе Светлана Дмитриевсем, виçĕ ĕне сăваççĕ. Аслă çулхипе çамрăккисем килĕшÿре пурăнни те куç кĕрет. Пĕр-пĕрне ăнланаççĕ, тирпей-илеме хаклаççĕ.
Мария Константиновна чечексене питĕ юратать. Роза ятлине уйрăмах кăмăллать иккен. Вĕсем пÿртре темиçе чÿлмекре те, çÿле çĕкленсе ешереççĕ. Кусем чĕрĕ чечексем пулсан алăпа ăсталанисем те нумай. Тĕрлĕ тĕслĕ çиппе çыхса маçтăрланисем ытарми. Вĕсене ятарлă сĕтел уйăрса вырнаçтарнă. Кăмпасем те сарăлса ÿсеççĕ тейĕн. Кинемей алмазпа тĕрлеме те пĕлет. Мĕнех калăн, чăн-чăн ал ĕç ăсти. Вăл хăйĕн капăр япалисене çынна парнелеме те юратать. Хаçат-журналпа та туслă Мария Дмитриева. Ултă экземпляр таранах çырăнса илет. Нина Алексеева почтальонка каланă тăрăх, кашни çырăнтару тапхăрĕнчех ырă тĕслĕх кăтартать ватă. «Пурнăç çулĕпене» вара вуласа тухмасăр та алăран ямасть иккен. Тĕлĕнмелле те, кĕнеке те вулать ветеран. Ытларах чăвашлисене тишкерет. Вăл нумаях пулмасть Ю.Скворцовăн «Уках хурăнĕ», У.Эльменĕн «Пурнăç улшăнăвĕсем» кĕнекисене вуласа тухнă. «Чи хастар вулакансенчен пĕри» тесе палăртать Мария Константиновна пирки Мăн Вылă библиотекин ертÿçи Алиса Андачкова. Кăçал миçе кĕнеке илнине список тунă чун-чĕреллĕ хĕрарăм. Вăтăр тăххăр таранах вуласа тухнă иккен. Амăшне библиотекăна Юрий ывăлĕ çăмăл машинăпа илсе çÿрет.
- Ывăлпа кин çĕр çинче ĕçлеме юратаççĕ. Ку енĕпе вăй хума техника илсе çитерчĕç. Настьăпа Таня мăнуксем те лайăх манăн. Вĕсем шкула çÿреççĕ, - савăнса пĕлтерчĕ Мария Дмитриева.
Елена ТИМОФЕЕВА.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев