Ҫӑтмахри пек вырӑна вырнаҫнӑ
Ытарми савнӑ ялӑм Ишпуҫ .
Виҫ енчен сӗм вӑрман ҫупӑрланӑ ,
Уй - хирсем , улӑхсем ешереҫ.
Кӑмпаран , ҫырларан , милӗкрен
Татӑлмасть пирӗн аслӑ вӑрман .
Вуттине те парать кӑмӑлтан ,
Мӑйӑрпа хӑналать хушӑран .
Ҫырмари йывӑҫсем хӳтӗлеҫҫӗ
Ӗлӗкрен тӑван ялӑн ҫӗрне .
Хуралта салтаксем пек тӑраҫҫӗ
Кармашаҫҫӗ ҫӳле , тӳпене .
Кирек хӑш вӑхӑтра хаклӑ ялӑм
Юмахри пек асамлӑ , ӗлккен .
Ҫӗмӗртсем шур пӗркенчӗк уртсассӑн
Сим пылпа сывласа киленен .
Ҫулаври ҫутҫанталӑк илемӗ
Кирек кам кӑмӑлне хускатать .
Ҫуталса аыртакан тӑрӑ кӳлӗ
Пулӑҫсе хӑй патне йыхӑрать .
Йӑлтӑркка кӳлӗре йӑмпӑли пулӑсем
Чӑмпӑлт ! чӑмпӑлт ! ишсе йӑпанаҫҫӗ .
Хурсемпе квакалсем , тӗрлӗрен кайӑксем
Шӑрӑхра ҫӑвӑнса киленеҫҫӗ .
Яштака хурӑнсем , йӑрӑс пӳллӗ хырсем
Ҫулава ытарми сӑн кӳреҫҫӗ .
Янкӑс уҫӑ саспа чӗвӗлти кайӑксем
Вӑрмана янратса юрӑсем шӑратаҫҫӗ.
Тӑван ялӑн хастар ҫыннисем
Хуть ӑҫта та маттур , пултаруллӑ .
Хӑнасе тарават Ишпуҫсем ,
Ӗҫӗсем те паха , кӑтартуллӑ .
Чиркӳре кӗлӗсем ирттерни
Чунсене тасалма пулӑшать.
Праҫникре чан ҫапса йыхӑрни
Ырӑ туйӑм пирте ҫуратать .
Савнӑ ялӑн культура вучахӗ
Ҫулӑмпа ялкӑшсах - ҫке ҫунать .
" Шанчӑкпа " " Домисолька " концерчӗ
Кураканӑн чунне тыткӑнлать .
Чечеклен , манӑҫми тӑван ялӑм ,
Ҫулсерен йышлӑлан , аслӑлан .
Чӑннипех эс хӑватлӑ ҫут вырӑн ,
Ҫӗр ҫинчен ан ҫухал нихӑҫан.
. (с )
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 37
ялти шкултан вӗренсе тухнӑ хӑшпӗр хӗрсемпе каччӑсене ,
Ишпуҫӗнче ҫуралса ӳснӗ , халӗ Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пурӑнакан шанчӑклӑ тус - юлташсене мана Ҫуралнӑ кун тата юбилей ячӗсемпе саламланӑшӑн чун - чӗререн тав тӑватӑп ,
Пурне те хурҫӑ пек ҫирӗп сывлӑх , телей , юрату сунатӑп .
Таса сывлӑхпа пурӑнса 100 ҫула ҫитмелле пултӑр.
" Ытарми савнӑ ялӑм " сӑвва , юратнӑ ҫыннӑмсем , сире халалласа ҫыртӑм .
сӑмахӑрсемшӗн.