Тӑванӑмсене хисеплесе,вӗсемпе час-часах хутшӑнма май килменнишӗн, чун ыратнипе ҫуралнӑ юрӑ.
💥💥💥💥💥💥💥💥💥💥💥💥💥
Анкулян тӑванӑм,анкулян тӑван,
Час-час кӗскетменшӗн аякри ҫула.
Эп пӗлеп тӑванӑм, эс кӗтен ялан,
Укӑлча еннелле тинкерен тӑван.
---------------------------------------------------------
Ырӑ кӑмӑлушӑн тавтапуҫ тӑван,
Ӑшӑ санӑн чуну, вӑл туртать ялан.
Эп пӗлеп тӑванӑм,эс кӗтен ялан,
Укӑлча еннелле тинкерен тӑван.
--------------------------------------------------------
Пӗрле ӳснӗ тӑван,манми тӑванӑм,
Манаяс ҫук сана, хаклӑ тӑванӑм.
Эп пӗлеп тӑванӑм,эс кӗтен ялан,
Укӑлча еннелле тинкерен тӑван.
--------------------------------------------------------
Тӑванлӑх тӗввине татаймӑн нихҫан,
Атте-анне пилне манас ҫук тӑван.
Эп пӗлеп тӑванӑм, эс кӗтен ялан,
Укӑлча еннелле тинкерен тӑван.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 4