тӗлӗнетӗп ӗмӗр иртнинчен
хӑш чухне чӗрем тапать- асаплӑн.
Ах пурнасчӗ тетӗп, 100 ҫулччен.
эпир ӳснӗ вӑхӑт, телейлӗччӗ
кам ан килӗштӗр- ши манпала.
ҫимелли пулмасан та пит тулӑх
пурпӗр ырпа ҫеҫ , асӑнмалла.
Ак паян пуҫламӑш Мӑнкун кунӗ
ҫук урамӗпе те пӗр ача
пирӗн вӑхӑтра ҫук апла марччӗ.
ҫапаттӑмӑр русски лапталла.
Мӑнкун кун, кӑтри умне ҫакатчӗҫ.
Мӑнкун ячӗпе, ярӑнмалли
мӗн ҫӗрлеччен пыл хурч пек кӗрлетчӗ...
малтикасӑн пӗтӗм ачапчи..
килсерен, ирех пухма ҫӳренӗ
Мӑнкун кунӗнче хӗрлӗ ҫмарта
сак ҫине ларса ӑна пайланӑ
хамӑн пуррине, юлташӑмпа.
халь пӗлместӗп. мӗнпе савӑнаҫҫӗ
хальхи ӳсекен ҫӗн ӑрусем
алӑран пӗртте яма пӗлмеҫҫӗ
ватти- вӗттисен, веҫ телефон.
хӑш чухне хамран хам, тӗлӗнетӗп.
хам та тем шырап, телефонра
пурпӗр Мӑнуксене тустаратӑп
айӑпӗ вӗт пурпӗр- хамӑрта.
ырӑ вӑхӑт. пурпӗр савӑнатӑп
хамӑр ӳснӗ ырӑ вӑхӑта
пулмасан та хальхи апат- ҫимӗҫ
тавӑрасчӗ ҫавӑ вӑхӑта.
А халь мӗн.? Мӗскер курса ӳсеҫҫӗ...
хальхи ачасемшӗн: мӗн Мӑнкун?
тумтир ҫӗнӗ. Апачӗ пит чаплӑ.
вӗсемшӗн юнкун та халь, Мӑнкун.
мӗн тӑвас Тен, пурнӑҫ веҫ улшӑнчӗ
иртнӗ пурнӑҫ юлчӗ веҫ, хыҫа
Мӗскер курнӑ , тата мӗн кӑтартӗ
ӑнланусӑр
ҫитес САМАНА.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 21
Христос чӗрӗлнӗ ятпа
Всё правильно, молодец Лариса.