Паттăр ентеш наградăна тивĕçрĕ.
Ятарлă çар операцийĕ пуçланнă хыççăн мобилизаци пирки пĕлтеричченех хăйсен ирĕкĕпе унта кайнисем хушшинче те, паянхи кун çар операцине каякансем хушшинче те чăнах та вăйлă патриотла туйăмлă арçынсем пур. Вĕсем унта аслашшĕ-кукашшĕсен паттăрлăхне малалла тăсма тата вĕсен ачисен вăрçа кайма ан тивтĕр тесе каяççĕ.
Вĕсем унта кайиччен те ĕçчен, хăйсем каланă сăмахшăн, çемйишĕн ответлă, спортпа туслă пулнипе тата ытти паха енпе палăрса тăнă. Фронтра та çак паха енсене çухатмаççĕ: çапăçу хирĕнчен килекен хыпарсенче вĕсем приказа яланах тÿрĕ кăмăлпа, хăйсен тивĕçне çирĕп дисциплинăна пăхăнса, ыттисемшĕн те ответлăха туйса пурнăçланине пĕлсе тăратпăр.
Çакăн пек çирĕп кăмăллă арçынсем ятарлă çар операцийĕнче те паттăрла ĕçсемпе палăрса тăраççĕ. Нумаях пулмасть муркашсем пирки тепĕр ырă хыпар килчĕ. Шетмĕпуç территори пайĕнчи Алексей Геннадьевич Александрова ятарлă çар операцийĕнче йывăр задачăсем пурнăçланăшăн Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе Святой Георгий орденĕн паллипе – 4 степень Георгий Хĕресĕпе наградăланă.
Çакăн пирки пирĕн чаплă ентеш Раççей Геройĕ Евгений Борисов хыпарларĕ. Çулталăк каялла Алексей Александров та, Евгений Борисов та хăйсен юлташĕсемпе пĕрле ятарлă çар операцине хăйсен ирĕкĕпе тухса кайрĕç. Çĕршывшăн йывăр вăхăтра строя тăчĕç.
Катăкуй ялĕнчи Алексей Александров – хĕç-пăшал çапăçăвĕсен ветеранĕ, вăл хăй вăхăтĕнче Чечен Республикинчи хĕç-пăшаллă хирĕç-тăрусене хутшăннă.
Вĕсемпе пĕрле строя тăракансен йышĕнче Тивĕшри Николай Ильин та пулнăччĕ. Ку таранччен ырă ĕç нумай тунă пулин те, вăл çакăнпа мухтаннине нихăçан та илтмен. «Кашни çыннăн патриот пулмалла, çапла чухне пире никам та çĕнтереймест», – çапла каланăччĕ Николай ятарлă çар операцине тухса каяс умĕн.
Евгений Борисов калани те манăçа тухман. «Манăн маçак Иван Борисович Борисов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăл темиçе хутчен аманнă. Эпĕ хам та хĕсметре тăнă чухне Çурçĕр Кавказ территорийĕнчи хĕç-пăшаллă хирĕç-тăрусене хутшăннă. Йывăр аманнă. Ятарлă çар операцийĕ пынă вырăна хамăрăн салтаксене пулăшма тата эпир яланах вĕсемпе пĕрле пулнине палăртма пĕрре мар çитсе килтĕм. Çавăнпа та эпĕ вĕсемпе пĕрле строя тăма çирĕп йышăну турăм», – тенĕччĕ вăл сăлтава ăнлантарса.
Паллă, ятарлă çар операцийĕнчи салтакăн çулĕ йывăр та питĕ хăрушă, уйрăмах фронтăн малти ретĕнче. Çакăн пек çирĕп кăмăллă арçынсем хăйсен ирĕкĕпе çар ĕçне суйласа илнĕрен ĕнтĕ эпир паян кунта канлĕ çывăратпăр, ĕçе çÿретпĕр, ачасен куллине илтетпĕр... Апла пулсан Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса каякансем тав сăмахне те, пирĕн пулăшăва та тивĕç.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 27
Вы,наше спокойное слонце...
Вы завтрашний день
для детей.
Вы ,голубое небо.
Вы,поле ржаное...
Вы ,хлеб от души ...
Вы,радостный смех деттворы....
Вам,сыночки...
Мы то что ,вот вам досталось ....
Только будтье бдительны,хитрее и норовистее...
Одним словом: СМЕКАЛИСТЕЕ .
Мы очень любим и молимся за каждый день и за каждую информацию оттуда...
Берегите друг друга .
Друг -это ещӗ два твоих глаза ,две твоих руки ,и две ноги твои...
Друг- это твоӗ повторение,берегите друг друга....