Мӑнтарӑн шел,анчах та вӑрҫӑ хирӗнче пуҫӗсене хунӑ паттӑрсен йышӗ те сахал мар ҫав!💔
Нумай салтак амӑшӗ текех нихӑҫан та юратнӑ ывӑлне тӑван килӗнче кӗтсе илеймӗ,ӑшӑ ытамӗнче лӑпкаймӗ! Кунсем иртсен те вӗсен чӗрисенчи ырату чакманнине эпӗ питӗ лайӑх ӑнланатӑп. Кашни кунах вӗсем вӗри куҫҫульпе ҫӑвӑннине те пӗлетӗп!💔💔💔
Вӗсен уҫӑ суранлӑ чӗрисенчи ыратӑвне “Паттӑрсен амӑшӗсем”фотопроекта йӗркелесе ирттернӗ вӑхӑтра чылай курма тиврӗ. Ҫак ырату кашни амӑшӗн куҫӗнче ӗмӗрлӗх тунсӑх пичетлесе хӑварнӑ.
Ывӑлӗсен сӑн ӳкерчӗкӗсемпе вӗсене ӳкерттернӗ самантра кашни салтак амӑшнех капланса килекен куҫҫульне тытса чарма питӗ йывӑр пулчӗ.
Мӗнлерех ҫирӗп чунлӑ хӗрарӑмсем вӗсем-аннесем! Темле йывӑр пулсан та ҫак проекта хутшӑнса ывӑлӗсен ячӗсене вилӗмсӗрлетме вӑй-хӑват ҫитерчӗҫ.
Пуҫа таятӑп эпӗ сирӗн умӑрта, хисеплӗ аннесем!
Тавах сире паттӑр ывӑлсемшӗн! Тавах сире чӑтӑмлӑхшӗн!🙏🏻🙏🏻🙏🏻
Эпир сирӗн умӑрта ӗмӗрхи парӑмра!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев