Чăваш Сурăм тăрăхĕнчи Мăн Шĕвĕш ялĕнче Татьяна Яковлевнăпа Николай Иванович Тихоновсен çемйи тĕпленнĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ, Муркаш районĕнчи Пăсăрман ялĕнче çуралса ÿснĕскер, хăйĕн телейне Мăн Шĕвĕшре тупнă. Халĕ нумай ачаллă Тихоновсен çемйи пурнăç таппинчен юлмасăр ял-йышра хисепе тивĕçнĕ, ырă тĕслĕх кăтартса шав малалла талпăнать.
Татьяна Тихонова Яков Афиногеновичпа Галина Ивановна Крысинсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ачасенчен вара кĕçĕнни пулнă. Аслă пиччĕшĕ Александр агроном тата юрист профессисене алла илнĕ. Вăталăх пиччĕшĕ Георгий - педагог, вăл физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ. Пиччĕшĕсен тĕслĕхĕпе Татьяна та Муркашри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пилĕк çул вĕренсе математика учителĕн дипломне алла илнĕ.
- Профессири пĕрремĕш утăмсене ăçта тума пуçларăр-ха?
- Мана, çамрăк специалиста, вĕренсе тухсан Тивĕшри вăтам шкула ĕçлеме ячĕç. Кунта çичĕ вĕренÿ çулĕ ачасене математика вĕрентрĕм. Шел, 2008 çулта шкул хупăнчĕ, ун хыççăн манăн Чăваш Сурăмĕнчи çыхăну уйрăмĕнче почталь- онкăра тата хамăр ялти уйрăм çын лавккинче сутуçăра ĕçлеме тиврĕ. Пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнче хамăн ĕçех таврăнтăм, халĕ Чăваш Сурăм шкулĕнче математика вĕрентетĕп.
- Эсир педагогика ĕçĕнче çĕнĕ çын мар. Мĕнпе килĕшет Сире вĕрентекен профессийĕ?
- Эпĕ шкулта вĕреннĕ тапхăртах вĕрентекен профессине килĕштернĕ, ăна алла илме ĕмĕтленнĕ. Ача чухнех тантăшсемпе вылянă вăхăтра та учитель пулма кăмăллаттăм. Çапла вара хам ĕмĕте пурнăçа кĕртме пултарнăшăн савăнатăп.
- Сирĕн çемье йышлă, ачасем пултарулăхпа палăрса тăраççĕ. Çакăн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?
- Кунта ятарлă вăрттăнлăх çук пулĕ. Тăрăшсан, ĕçе юратсан, çемьере килĕшÿ пулсан пур ĕçе те çăмăллăнах ушкăнпа тума пулать. Халĕ ĕнтĕ ачасем те çитĕнсе вăй илсе пыраççĕ, çиччĕшĕнчен виççĕшĕ шкул пĕтернĕ хыççăн хăйсене килĕшекен профессисем суйласа илчĕç. Асли, Ирина, Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухса психолог профессине алла илчĕ те Çĕнĕ Шупашкарта хăй ĕçĕпех тимлет. Сашăпа Олеся – студентсем. Саша ашшĕ çулĕпе кайса Чăваш патшалăх Аграри университетне вĕренме кĕчĕ, инженери факультетĕнче иккĕмĕш курсра пĕлÿ пухать. Олеся вара педагог профессине суйласа илнĕ, халĕ Шупашкарти Никольский ячĕллĕ колледжра пĕрремĕш çул, ман пекех ачасемпе ĕçлес ĕмĕтне пурнăçа кĕртесшĕн вĕренет. Светлана, Сережа, Маша шкул сукмакне такăрлатаççĕ, аван ĕлкĕрсе пыраççĕ. Глаша иртнĕ çул пĕрремĕш хут парта хушшине ларчĕ. Ачасем пĕлÿ тĕнчине çирĕппĕн утаççĕ, тĕрлĕ конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса малти вырăнсене тухаççĕ. Çакă пире савăнтарать паллах. Сăмах май, вĕсен сăвă çырас пултарулăхĕ те пур, ÿкерме тата ташлама та кăмăллаççĕ. Кунта хамăн мăшăрăн пиччĕшне - Муркаш округĕнче 40 çул ытла журналистикăра ĕçлекен Анатолий Иванович Тихонова палăртма кăмăллă. Вăл вăтăр çул ытла район хаçачĕн тĕп редакторĕ пулса ĕçлет. Манăн тете те - Павел Афиногенович Крысин журналист пулнă, вăл телевиденипе радио çурчĕн ертÿçинче те тимленĕ, Чăваш журналистчĕсен правлени ертÿçинче чылай çул ĕçленĕ. Ахăртнех, вĕсен пултарулăхĕ те пирĕн ачасене куçать.
- Юратнă мăшăр çумра пулни çемьешĕн пысăк тĕрев паллах. Паллаштарсамăр унпа.
- Мăшăр, Николай Иванович,«Новый путь» хуçалăхра тĕп агрономра вăй хурать, ĕçри пултарулăхĕшĕн чылай Хисеп тата Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Эпир унпа 2000 çулта февраль уйăхĕнче çемье чăмăртарăмăр. Çитес çул, пурте йĕреллĕ пулсан, пĕрле пурăнма пуçланăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитнине паллă тăвăпăр.
Пирĕн çемьере тĕп вырăнта пĕр-пĕрне хисеплени, ĕçе юратни мала тухать. Эпир 2007 çулта мăшăрăн тĕп килĕнчен уйрăлса тухса Çĕнĕ урамра хамăра ятран пÿрт лартрăмăр, хуралтăсене çĕклерĕмĕр. Мăшăр ывăлсене килти хушма хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама вĕрентет. Эпир икĕ сăвакан ĕне, пушмак пăрусем, чăх-чĕп чылай усратпăр. Çавăнпа килте пурне валли те ĕç çителĕклех. Пысăк çемьере кулленхи пурнăçа йĕркелесе пыма та çăмăл мар, унсăр пуçне килти хушма хуçалăха та аталантармалла, çурт-хуралтăна та юсаса çĕнетсех тăмалла, пахчара та ĕçĕсем нумай, панулми йывăççисем те, çырла тĕммисем те çитĕнсе çимĕçĕсене параççĕ. Аш-пăш, сĕт-çу, пахча çимĕçĕ, панулми-çырли сĕтел çинчен татăлмасть, хамăр çемьене тивĕçтеретпĕр.
- Нумай ачаллă çемьесене патшалăх та тимлĕх уйăрать ĕнтĕ. Ку пулăшупа мĕнле усă куратăр.
- Паллах, патшалăх тимлĕхсĕр хăвармасть. Пурăнмалли условисене лайăхлатмалли ятарлă программăпа паракан укçа-тенкĕпе усă курса Мăн Шĕвĕшрех икĕ хутлă кирпĕч çуртпа хуралтисене туянма пултартăмăр. Çĕнĕ пÿртри шалти ĕçсене пурнăçламалли нумай-ха, майĕпен ку ĕçсене те туса пĕтерме палăртатпăр. Ачасемшĕн паракан пособисемпе те вăхăтрах тивĕçтереççĕ. Пирĕн ывăлĕсем виççĕн, çавăнпа та вĕсен пуласлăхĕшĕн те пирĕн, ашшĕ-амăшĕн, тăрăшмаллах. Малашлăхра хăшĕ те пуллин çемье çавăрса ялтах тĕпленсе пурăнасса шанас килет.
Лайăх лаша пуласси тихаран паллă, лайăх çын пуласси ачаран паллă, теççĕ халăхра. Ку сăмахсем Тихоновсен çем- йинчи ачасем пирки каланăнах туйăнать. Пĕр-пĕрне пулăшса, пĕр-пĕринчен вĕренсе ÿсеççĕ вĕсем туслă çемьере.
Петр Ефимов,
Чăваш Сурăм сали.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев