(01.11.1938 - 05.02.2014)
💢 ТЕВЕТЕЙ.
✅ Теветей тесен тавра пĕлет
Теветей – тĕк Хĕрлĕçыр кĕрлет, .
Пур енчен те Хĕрлĕçыр енне
Курăн эсĕ çынсем килнине.
✅ Кам ав илнĕ, кам илмен йыхрав
Теветей – пуриншĕн те уяв.
Йыхрав пур – кĕрен тăван, ратне
Тус, юлташ е хурăнташ патне.
✅ Теветей вăл – ваттисен уявĕ,
Мăнкун хыççăн виççĕмĕш уяв
Теветей вăл – çамрăксен куравĕ,
Çамрăксемшĕн – пĕрлехи курав.
✅ Кунĕ ак паян сап – сар хĕвеллĕ,
Кунĕ шăрăх – тар юхать питрен,
Çепĕç юрăсем юхаç илемлĕ
Уçса хунă чÿречесенчен
✅ Сĕтелсем тулли ĕçме – çими,
Хăнасем килеç куç виçейми,
Тăвансем кĕреç тăван патне,
Çамрăксем ав - вăйă картине.
✅ Шукăль тумлă каччă-пикесем те,
Хатĕр ĕнтĕ вăйă картинче,
Ташламашкăн ĕшенме пĕлмесĕр,
Çакăнти пур халăх умĕнче.
✅ Акă виçĕ купăсçă пĕр харăс,
Тăсса ячĕç купăсĕсене,
Савнăçлăн, хĕрÿллĕн виçĕ купăс,
Чĕнчĕ ташлама каччăсене.
✅ Акăш евĕр ярăнса ташлаççĕ,
Илĕртет кашни хĕр каччăна.
Ах, мĕнле илемлĕ хĕрупраçĕ,
Кĕвĕ-çемĕ тыткăнлать чуна.
✅ Каç пуличченех яшсем савнаççĕ,
Вăйă-кулă илтĕнет инçе.
Ачасем те, ватăсем тăраççĕ,
Вĕсене курса кăшт айккинче.
✅ Ватăсемшĕн Теветей уявĕ,
Лайăхрах сĕтел тавра ларсан..
Пуç хĕрсессĕн калаçу шăв-шавĕ,,
Лăпланать ярсассăн юрласа.
✅ Калаçу та, юрă-çемĕ - вĕçсĕр,
Вăхăт та çитет сывпуллашма.
Уявра кам урă е кам ÿсĕр
Çавăнпа Уяв вăл – савăнма.
✅ Теветей вăл – Хĕрлĕ Çыр уявĕ,
Теветей вăл - пĕрлехи курав.
Теветей вăл – Хĕрлĕ Çыр мухтавĕ,
Уява чĕннишĕн пысăк тав.
💢 Михаил Тимушкин – Тимушкель, Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕ, 2004 çул.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 3