Кунта ҫурхи хавас илем,
Ыр сывлӑхпа кашни пурнатпӑр.
Симӗс ҫаран, тӳпе сенкер,
Ҫеҫке ҫурнишӗн савӑнатпӑр.
Чӗвӗлтетеҫҫӗ кайӑксем,
Пӗр шикленмесӗр кун кунлатпӑр.
Вӗҫмеҫҫӗ пуля, снарядсем,
Хӑрушлӑха эпир курмастпӑр.
. * * *
Салтак вырнаҫрӗ ҫӗрпӳртре,
Ывӑннӑран вӑл хаш! сывларӗ.
Кунта ҫапах та хӳтлӗхре,
Анчах пӗрре те хурланмарӗ.
Виҫӗ кӗтеслӗ ҫырӑвне
Миҫемӗш хут ӗнтӗ вуларӗ.
Куҫран тинкерчӗ сӑнсене,
Ӗмӗтсенче чунӗ юрларӗ.
Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫма
Никам ӑна хыт хистемерӗ.
- Ҫапса аркатӑп тӑшмана! -
Пӗр чӗптӗм те иккӗленмерӗ.
. * * *
Манаймӗ ҫывӑх туссене,
Килте Ҫӗнтерӳпе кӗтеҫҫӗ.
Виҫ тӗслӗ Раҫҫей ялавне
Мӑнаҫлӑн ҫӳлелле ҫӗклеҫҫӗ.
. * * *
Салтакӑм, пӗл, эс пӗччен мар,
Пӗр саншӑнах кӗлӗ вулатпӑр.
Тӑшмана хирӗҫ кар! тӑрар,
Хастарлӑхушӑн мухтанатпӑр.
Пулар, тӑван, пӗр чӑмӑрта,
Эпир нихҫан та парӑнмастпӑр.
Пурнатпӑр вӑйлӑ ҫӗршывра,
Хамрӑннисене пӑрахмастпӑр!
Зоя Пурнӑҫ.
21.05.2024ҫ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 6