Хӗп-хӗрлӗ галстук ялкӑшатчӗ мӑйсенче,
Эс - пионер. Ҫиҫетчӗ кулӑ питсенче.
Тек йыхравлатчӗҫ хыттӑн горнӗ, параппан,
Сасси сапаланатчӗ вӗҫсӗр ян та ян!
Хӑмач ялав мӑнаҫлӑн вӗл те вӗл вӗҫет,
Ильич значокӗ кӑкӑрта инҫет чӗнет.
Эс - пионер. Яту мӑнаҫлӑ, сумлӑ сан,
Ыр тӗслӗхех пуриншӗн пулмалла ялан.
Мӗн чухлӗ ӗмӗт, вӑй-хӑват тапса тӑрать,
Малтан-мала утмашкӑн вӗҫсӗр йыхравлать.
Хӑюллӑ эсӗ, пурнӑҫпа пӗр тан утан,
Нимрен те хӑраман, ниҫта та аптраман.
"Пул хатӗр!" - сас каятчӗ уҫҫӑн янраса,
"Эп хатӗр!" - теттӗн аллуна ҫӳле тытса.
Сахал ҫӳренӗ-и ун чух вӑрмансене?
Кӑвайт чӗртсе пуҫтарӑннӑ пӗрле ҫумне.
Вылянӑ, кулнӑ та шӳтленӗ чунтанах,
Сан пурччӗ юррусем - вӗҫеҫ инҫет, таҫтах.
Паян та таврӑнатӑп ҫавӑ ҫулсене,
Ачалӑха. Совет Союзӗн ытамне.
19. 05. 2024. Мая Салампи
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 23
Ачалӑхри телей ытамне
пире тавӑрнӑшӑн !!!
Вӑрманти уҫланкӑ
кӑткӑ йӑви пекех кӗрлетчӗ . Ача - пӑча сасси, юрӑ - кӗвӗ ян та ян сарӑлатчӗ ҫак кун !!!
Хӗвел шевли ҫиетчӗ сӑн питсенче !!!