Предыдущая публикация
Виҫӗ уяв- виҫӗ сӑпас ,
Сӑпасран сӑпас таран
Савӑнать чӑваш ялан.
Паян виҫҫӗмӗш сӑпас-
Мӑйӑр хатӗрлес сапас,
Ҫӗнӗ тырӑран ҫемҫе
Ҫӑкӑр пӗҫерсе хурас.
Паянхи кун саламлар
Пӗрне пӗри сӑпаспа,
Чиркӳре кӗл туса чыслар
Сар мӑйӑрпа ҫӑкӑра.
Сывлӑх пирӗн пултӑр
Ҫирӗп мӑйӑр хуппи пек,
Телей пултӑр шучӗ ҫук
Михӗри сар тулӑ пек.
Авӑн уйӑхӗ аван -
Кӗр пуянӗ сисӗнет,
Сӑпасран сӑпас таран
Сывлӑхлӑ пулар ялан!
#карапайхěрě
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 10