Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Шăллăмăн пичĕ çине Тухса ларнă пăнчăсем. Вăл пăхать тĕкĕр çине, Ăнланмасть мĕн пулнине. Питне те çуса пăхать, Супăньпе кăпăклатать. Мĕн чухлĕ тăрăшсан та, Пур пăнчă та вырăнта. Шăллăм кайрĕ шухăша… Ним тума пĕлмен енне, Пычĕ асанне патне: - Каяр, тет, сыватмăша. Асанне ăшшăн кулать, Шăллăма çапла калать: - Пăнчăсем тухса ларни, Çурхи хĕвелĕн палли. - Урăхла вăл – хуратут, Çусассăн та нумай хут, Пит çинчех ларса юлать, Кайран хăех çухалать. - Пăшăрханма кирлĕ мар, Хĕвелпе те туслашар. Ун усси те сахал мар, Пурпĕрех асăрханар. - Крем сĕрни те пулăшать, Тухтăр та çаплах хушать. Хуратут, çавăн чухне, Сахаллатĕ эрешне. Шăллăм тинех лăпланчĕ, Каланине ăнланчĕ. Пĕлтерм