Вырӑс пек тытса пытанса ҫӳресен паллах ҫав вырӑнта чӑвашсем тупӑнман... 15 ҫул вӑл нимте мар, ҫынсем 50-60 ҫул ют ҫӗрте пурӑнса тӑван чӗлхене манмаҫҫӗ - пурте хӑвӑнтан килет. Эпӗ хулара 46 ҫул пурӑнатӑп - хамӑрӑн чӗлхене манма та шутламастӑп - ҫакӑ питӗ ӑслӑ мар.
Ан ҫырӑр, ан калаҫӑр - Сиртен мана нимӗн те кирлӗ мар... 15 ҫул чӑваш пулса пурӑннӑ пулсан, ҫын ҫырма та пӗлмелле ... Пурӑнӑр вырӑс пек, кашни ҫын хӑй ҫул суйласа илет.
Ҫын кӗрет ... хӑйӗн тӑван чӗлхипе калаҫас, ҫырас мар тесе ҫапӑҫма. Кӗмест лайӑх, хитре калаҫма, ӑнлантарса пама. Ак ҫак амӑшӗсем ялтан ҫамрӑк чухне илсе кайнӑ ачисем - чӑвашлӑхӑн, чӑваш чӗлхин чи хаяр тӑшманӗсем. Вӗсем ача чух вырӑс хушшине лекнипе хӑйсене вырӑс тесе шутлама пуҫланӑ, хӑйсем вара - ни чӑваш мар, ни вырӑс мар... Амӑшӗсем, хулана кайрӑмӑр тесе, чӑваш чӗлхине пӗтӗмми мантарнӑ. 15 ҫулхи ача аслӑ классра вӗреннӗ, вӑл чӑваш чӗлхине вӗренме ӗлкӗрнӗ, ӑна нимле те манмалла мар. Ку вара хӑйне маннӑ пек тытать - питӗ манас тенӗ пулас...
Комментарии 9