Ялан чӑвашла: ирхине тӑрсан та, каҫхине те - ҫывӑриччен...Шухӑшсем те чӑвашлах, чӑвашла сӑмахсемпе. Хӑшӗсем шухӑшлани вӑл чӗлхепе ҫыхӑнман теҫҫӗ. Ҫук, шухӑш шӑпталӑп* сӑмахсем ӑшӗпе куҫса пырать. Сӑмахран, маларахри пурнӑҫа, тӑван тӑрӑха аса илни "анне - атте", "кил", "ял" пек сӑмахсемпе ҫеҫ ҫыхӑннӑ, нимӗнле "мама", "дом", "деревня" тенисем шухӑшсене тӗвӗлентермеҫҫӗ, шухӑш вучахне чӗртсе ямаҫҫӗ... Шухӑш тӑван чӗлхе витӗр кӑна утать, ҫӗкленет, сарӑлать, юхать... Тӑван сӑмахсемсӗр шухӑшланине шухӑш теме те ҫук - вӗсем ҫаврӑнмаҫҫӗ, пӗр вырӑнта хытса тӑнӑ пек. Шухӑшлани пурӗпӗр сӑмахсене кӗртсе пырать, эсӗ вӗсене тутапа каламасан та. Ку сӑмахсем - пуҫри сӑмахсем, пуҫра та сӑмахсемпе калаҫма пулать... Кам пуҫра юрланӑ? Эпӗ юрланӑ, пуҫра сасӑсӑрах юрлама пулать, иккен. Эпӗ концерт умӗн, юрӑри хамӑн партие манас мар тесе, пуҫра юрласа тӑраттӑм - сӑмахсемпе, кӗввипе. Юррисем - чӑваш юррисем.
Ҫын чунпа хӑйӗн халӑхӗн ҫынни пулсан, вӑл хӑйӗн кашни утӑмӗнче, пурнӑҫӗн самантӗнче - чи малтан тӑван халӑхӗпе, тӑван чӗлхепе. Ҫакӑ питӗ тӗрӗс! Чӑнах та, пӗтӗм этемлӗх тӑванлӑх туйӑмӗ ҫинче кӑна тӑрать, пурӑнать: атте - анне, тӑван кил - йыш, тӑван кил, тӑван тӑрӑх... Ҫавсемсӗр хӑш ҫын та тӑлӑх, ӑшӑсӑр, хӳтлӗхсӗр... Тӑван кӑна сана ҫывӑх курать, асӑнать, астӑвать, сан пата ҫӳрет, сана ӑнланать, санпа юлашкине пайлать, сана ӑсатать...
* Шӑпталӑп (шӑп та лӑп) - как раз, именно.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 2