Кăçалхи регионсен шайӗнчи чӑвашла пӑхмасӑр Ҫеҫпӗл Мишшин хайлавӗсене е Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа хӑйсем ҫырнӑ хайлавсене илемлӗ вулакансен "#Поэзичечекӗ" конкурсĕ питĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Ачасем те, аслисем те чунĕсемпе Поэтăн кашни сăмахне туйса вулани палăрчĕ. Экспертсене 1-мĕш тапхăрта та чи пултаруллисене суйласа илме çăмăлах пулмарĕ. 2-мĕш тапхăрта вара сăвă вулакансен ăмăртăвĕ çав тери хĕрÿ иртрĕ. Экспертсем çакăн пек хакларĕç:
Шкул çулне çитменнисен хушшинче Çеçпĕл Мишши сăввисене чаплă вуласа çак вырăнсене тивĕçрĕç :
Ефим Лиллин - 1 вырăн,
Максим Леонтьев - 3 вырăн,
Ангелина Малеева - 3 вырăн.
Шкул ачисем Çеçпĕл Мишши сăввисене питĕ хĕрÿ вуларĕç. Пурте çав тери пултаруллă пулин те, экспертсем вĕсен пултарулăхне çакăн пек палăртрĕç :
Иван Савельев - Гран-При
Анна Жидова - 1 вырăн
Алена Егорова - 1 вырăн
Зинаида Катерова - 1 вырăн
Анна Степанова - 1 вырăн
Наталья Прокопьева - 1 вырăн
Семен Семенов - 1 вырăн
Арсентий Иванов - 1 вырăн
Сергей Григорьев - 2 вырăн
Юлия Ермакова - 2 вырăн
Анна Красильникова - 2 вырăн
Варвара Михайлова - 3 вырăн
Иван Углев - 3 вырăн
Шкул ачисенчен Виктория Леонтьева хăй çырнă "Пирĕн Çеçпĕл" сăввине каланă чухне кашни сăмахĕн тĕшшине туйса чунĕ витĕр кăларчĕ, 1 вырăна тивĕçрĕ.
Пурне те саламлатпăр! Таймапуç ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене Çеçпĕл сăввисене ăнланса вулама хăнăхтарса çитернĕшĕн! Сирĕн малашне те ăнăçу çулĕ такăр пултăр!
Конкурса хутшăннисене хавхалантармашкăн #ЮрийЗорин, "Дент-а-мед" клиникăн тĕп тухтăрĕ, #татьянабрик предприниматель, Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн председатель ҫумӗ Зоя Яковлева (Сапожникова) парнесемпе тивĕçтерчĕç.
Чăваш наци музейĕ нумаях пулмасть-ха пичетлесе кăларнă "Çеçпĕл Мишши музейĕсем" путеводитель те асăнмалăх парне пулчĕ.
Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсемпе конкурса йĕркелекенсем вĕсене пурне те тав сăмахĕ каларĕç!
Конкурсӑн 2-мӗш тапхӑрӗн ҫул-йӗрне кӑтартас тӗллевпе видеоҫырав йӗркеленӗшӗн тав тӑватпӑр, ОЛЕГ Цыпленков-Чунташ!
МЫ-ЧУВАШИ ушкӑн администраторне те конкурс йӗркине, видеороликсене интернет уҫлӑхӗнче анлӑ сарма пулӑшнӑшӑн тав тӑватпӑр!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев