Савӑнатӑп пирӗн ялсем туслӑ пулнишӗн! Мӗн ачаран ниме мӗнне пӗлсе ӳснӗ. Ялан ҫынна пулӑшма хатӗр пулнӑ. Хире-хирӗҫле пулӑшма ҫӳренӗ. Пирӗн ялта тахҫантанпах Татьяна Васильевна йӗркелесе янипе ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли масксети (маскировочные сети) ҫыхаҫҫӗ. Кашнинчех вӗсен пархатарлӑ ӗҫне курса савӑнатӑп. Мухтанатӑп. Ҫынсене каласа парса мӑнаҫланатӑп. Нумайӑшӗ тӗлӗнеҫҫӗ, мӗнле маттур сирӗн ялсем тесе. Ҫапла, чӑннипех те маттур! Ҫак ӗҫе питӗ хутшӑнас килетчӗ. Мӗнпе те пулсан пулӑшас килетчӗ. Ялан ҫыхма эрне варрине лекнӗрен, хутшӑнма май килмест. Тата пит харсӑр вӗсем, пӗр- икӗ кунта мӗн кирлине ҫыхса та хураҫҫӗ. Унсӑр пуҫне питӗ нумай гуманитарлӑ пулӑшу параҫҫӗ. Мӗн валли те пулсан укҫа пустарма пикенсен, сахал мар суммӑна часах пуҫтарса хураҫҫӗ. Кам мӗн чул пама май ҫитерет. Ҫамрӑксем пит хастар ҫак вӑхӑтра. Вӗсем хӑйсен юлашӗсене пулӑшма яланах хатӗр. Кашниех туять, ҫак салтаксем вырӑнӗнче кашниех пулма пултарать. Унсӑр пуҫне час часах ялти ачасем валли килти ҫимӗҫ пӗҫерсе парса яраҫҫӗ ялти хӗрарӑмсем. Пахча ҫимӗҫ типӗтеҫҫӗ. Кашни май пур таран пулӑшать. Ҫак питӗ савӑнтарать.
Ҫавӑнпек ӗнтӗ вӑл, пӗр шухӑш ҫырма пуҫларӑм та, тепӗр ҫӗре куҫса карӑм. Шухӑш паян ҫул ҫӳревре тухнӑ пуль. Кашни самантне ҫырса кӑтартас килет. Хамӑр ялсемпе мухтанас килет. Мухтанас та мар пуль, мӑнаҫланас килет.
Ҫапла... Масксеть патне таврӑнам ха. Пӗр эрне ҫул ҫӳревре пулнӑ хыҫҫӑн тӳрех яла килтӗм. Ҫул ҫинче Тукай ял группинче пӗлтерӳ ҫырчӗҫ. Паян 13:00 сехетре масксеть ҫыхма пуҫтарӑнмалла. Мӗнлерех савӑнтӑм эпӗ. Тинех, ман ӗмӗт пурнӑҫланать. Манӑн те ҫак ӗҫе хутшӑнма май пулать. 3 кун хушшинче 3*12 размерлӑ 3 масксеть ҫыхрӑмӑр. Ялта ҫулла ӗҫ питӗ нумай. Кам утӑ тӑвать, камӑн пахча ӗҫӗ пуҫтарӑннӑ, хӗлле валли ҫимӗҫ хупмалла. Ялта ҫулла ӗҫ тапхӑрӗ. Ҫавах вӑхӑт тупса нумай хӗрарӑм пуҫтарӑнчӗҫ клуба. Кашниех ӑнланаҫҫӗ, пулӑшу кирлех вӑрҫӑри ачасене. Паллах, ку ӗҫ патне те тӗрлӗрен шутлакан ҫынсем пур. Тен, шутламсӑр калаҫҫӗ тепӗр чух, тен вӑл киле ҫак шухӑш кӗменрен. Калаҫса лартнӑ май нумай мӗн илтме пулать. "Сансӑр пуҫне ҫыхакансем ҫук им?" - текенсене ҫапла калас килет. "Пур! ", пуҫлаҫҫӗ те. Пӗр ҫын сурсан типсе ларать, нумайӑн сурсан кӳлӗ пулать, тесе ахаль каламан ваттисем. Кунта пуҫтарӑннӑ ҫынсем кашниех ӑна ӑнланаҫҫӗ, таса чунпа пулӑшма килни савӑнтарать. Ҫамрӑк ачасем те аякка юлманни савӑнтарать. Вӗсем юрӑ юрласа парса та хавхалантараҫҫӗ ӗҫлекенсене. Ҫак ӗҫе кашни тӗрлӗрен пӑхать. Никама та кӳрентерес килмест. Эпӗ вара хаваспах пулӑшма хатӗр. Шӑрӑхра шывсӑр нушаланакан ачасемпе танлаштарсан, сулхӑнра сетка ҫыхса ларассси тем мар. Маттур, Тукайсем. Малашне те туслӑ ҫак пархатарлă ӗҫе туса пыма сывлӑх пултӑр. Салтаксене часрах ҫӗнтерӳпе сыва кӗтсе илсечӗ. 11.07.2024
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 18
туро сывлох паторах сире ,аллор урорсем сурансор пулччер !!!