Предыдущая публикация
«Сурăх çăмне çуркунне тата кĕркунне касаççĕ. Кĕрхи çăм ларать тенĕ, çавăнпа та ăна хутăштарса таптарнă. Çăма кĕнчеле çине çыхса хунă, пĕр алăпа çăмне туртатурта йĕке çине çавăрса пынă. Икĕ йĕки тулсан пĕрлештернĕ, кайран çăмха тунă. Çиппе пĕтĕрсен чăлха-алсиш çыхма юрăхлă. Арлама вĕреннĕ чухне пирĕн пата 90 çултан иртнĕ кукамай та килчĕ. Хам пултарулăха ăна кăтартрăм.
Нумаях пулмасть пирĕн тăрăхра «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика фестивалĕ иртрĕ. Эпĕ унта хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Çакăншăн питĕ хĕпĕртерĕм. Эсир çăм арлама пĕлетĕр-и?» – çырать Хĕрле Чутай округĕнчи Мăн Этмен шкулĕн вĕренекенĕ Даша Еремеева.
Тĕплĕнрех – «Тантăш» хаçатра (20.02.2025)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев