– Эпĕ диспансеризаци питĕ пысăк ырлăх тесе каланă, калатăп та. Çынсем пĕр пус тӳлемесĕр комплекслă медицина тĕрĕслевĕнче пулаççĕ — вĕсен сывлăхне хаклама, чирсене малтанхи тапхăрсенчех тупса палăртма май пур. Çав шутра — шала кайнисене, онкологипе çыхăннисене.
Диспансеризаци тухнă вăхăтра чире пуçарма пултаракан сăлтавсене — пирус туртни, эрех-сăра нумай ĕçни, тĕрĕс мар апатланни, холестерин шайĕ тата юн пусăмĕ пысăк пулни — тупса палăртаççĕ. 18-39 çулсенчи граждансен 3 çулта пĕр хут диспансеризаци тухмалла. 40 çултан аслисен кашни çулах сывлăхне тĕрĕслеттермелле. Пусăм тусах калатăп — кашни çулах! Сăмах май, манăн Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Алексеевича палăртас килет. Вăл кашни çулах диспансеризаци процедурине тухать, çывăх çыннисемпе ĕçтешĕсене те айккинче хăвармасть. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ! Вăл сывлăха епле упрамаллине хăйĕн тĕслĕхĕпе кăтартать.
«Диспансеризацие хăш вăхăтра тухмалла вара? Эпир ĕçлетпĕр, пире кам ярать?» — тенине маларах час-часах илтме тӳр килетчĕ. Ун чухне чăнах та чăрмавлă пулнă. Анчах халĕ лару-тăру улшăнчĕ. Çынсем ĕçе кайиччен тата ĕç хыççăн диспансеризацие кайччăр тесе Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви поликлиникăсен ĕç вăхăтне вăрăмлатнă. Çынсем специалистсен консультацине илме, тĕрĕслев тухма та пултараççĕ. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта аслисен тата ачасен поликлиникисем 7-рен пуçласа 20 сехетчен ĕçлеççĕ. Ял округĕсенче — 7-рен тытăнса 18 сехетчен. Шăматкунсенче Чăваш Енре пурăнакансем 7-рен пуçласа 13 сехетчен тухтăр патне кайма пултараççĕ. Çакă республикăра пурăнакансене килĕшет, ырланине тăтăшах илтетĕп.
Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче (21.02.2025)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1