Канаш округĕнчи Чулкăмакинче пурăнакан 87-ри Лидия Сидоровăн хура-шурне сахал мар тӳсме тивнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухнă чухне вăл 3 çулта çеç пулнă. Ачалăхĕпе те, çамрăклăхĕпе те туллин киленсе-савăнса юлайман мăнтарăн.
«…Пӳрте кĕтĕмĕр те — сĕтел хушшинче çар тумĕ тăхăннă икĕ арçын лараççĕ. Пĕри атте пулнă… Таврăнма тĕрĕс-тĕкелех таврăнчĕ вăл, анчах мирлĕ пурнăçпа нумаях пурăнаймарĕ, ултă çултан ӳпке чирне пула пурнăçран уйрăлчĕ. Аттепе савăнса кураймарăмăр. Виличчен тĕрлĕ çĕрте ĕçлерĕ: ялта патшалăх валли услам çу та пуçтарчĕ пĕр тапхăр, лавккара та вăй хунă. Ялта ăна «Приказчик» тесе чĕннĕ. Чирлесен вырăнпах выртрĕ, тепĕртакран çĕре кĕчĕ… Анне колхозра ырми-канми ĕçлетчĕ. Асанне пурччĕ те вăл пăхатчĕ пире. Шкулта 7 класс таран вĕрентĕм, кайран колхоз бригадинче ĕçлерĕм», — иртнине куç умне кăларчĕ Лидия Николаевна.
Тĕплĕнрех – «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра (13.02.2025)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев