Светлана Енадаровăна тăван хулинче, Мари Элти Козьмодемьянскра çеç мар, унăн тулашĕнче те чылайăшĕ паллать. Мĕн пĕчĕкренех хастарлăхпа палăрнă вăл. Шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнăскер илем конкурсĕсене пĕрре мар хутшăнса мала тухнă. 9 çулта ташă ăсталăхне алла илме пуçланă.
Хальхи вăхăтра Светлана ăнăçлă ĕçлесе пыракан хĕрарăм кăна мар, юратнă арăм тата амăшĕ те. Мăшăрĕ, Афган вăрçине, ятарлă çар операцине хутшăннă. Вĕсем пĕрле чылай йывăрлăха парăнтарнă. Çемьере хĕр пĕрчи Владислава çитĕнет. Вăл та, амăшне курах-тăр, хастарлăхпа палăрать. Пĕчĕкскер вулама-çырма та пĕлет, амăшĕ ăна сăвă хайлас ĕçе те явăçтарать. Пултарулăх вĕсемшĕн ют мар. Светлана мĕн пур енĕпе хĕрĕшĕн ырă тĕслĕх пулма тăрăшать.
Тĕплĕнрех – «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра (13.02.2025)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев