Ку ĕç-пуç иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче пулса иртнĕ. Вун пилĕк çулти Оля Перепелкина урампа пынă. Унран маларах утакан хĕрача сасартăк тĕшĕрĕлсе аннă. Оля тӳрех ун патне чупса пынă та мĕн пулнине ыйтса пĕлме шухăшланă. Анчах лешĕ пĕрре те чĕнмен, хускалман та. Унтан Оля выртаканскере пĕрремĕш пулăшу пама тытăннă. Пĕр тăхтаса тăмасăрах унăн рюкзакне хывнă, кĕпине вĕçертнĕ, вăл сывланипе сывламаннине тĕрĕсленĕ. Шăпах çак самантра йĕри-тавра никамах та пулман. Хĕрача ниме пăхмасăр хăй тĕллĕнех васкавлă медпулăшу чĕнсе илнĕ. Вăл çитиччен Оля выртаканскерĕн чĕрине ĕçлеттерес тесе чĕрепе ӳпке реанимацине тунă.
— Васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕçченĕсем палăртнă вырăна вун пилĕк минутран çитрĕç. Маншăн çур сехет иртнĕ пекех туйăнчĕ. Тухтăрсем киличчен виçĕ минут юлнăччĕ — выртакан хĕрачан чĕрине ĕçлеттерсе яма май килчех! Вăл йывăррăн сывласа илчĕ те куçне уçрĕ. Хăй хăраса ӳкнĕ, пулса иртнине пачах ăнланмарĕ, унтан кăкăрĕ патĕнче хытă ыратнине пĕлтерчĕ. Эпĕ ăна лăплантарма тăрăшрăм. Унтан хам çинчи курткăна хыврăм та шăнса кайнăскере витрĕм, — иртнине куçĕ умне тепĕр хут кăларчĕ Оля.
Сăмах май, пĕрремĕш пулăшу пама Оля «Воин» центрта вĕреннĕ.
Тĕплĕнрех – «Тантăш» хаçатра (06.02.2025)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев