Вăл Дзента «Томат юратуран та хаклăрах» /«Томаты — больше, чем любовь»/ канал ертсе пырать. Нумаях пулмасть помидор çитĕнтермелли вăрттăнлăхсене уçнă. Сăмах май, унăн пуххинче 500 ытла сорт! Пахчаçăн юратнă сорчĕсем: Абаканский розовый, Орлиный клюв, Толстопуз, Розовый мед, Северюга, Воловье сердце, Алтайский розовый, Фиделио, Картофельный малиновый. Ҫак сортсем пирĕн условисенче лайăх пулаççĕ-мĕн.
Чи пĕлтерĕшли — пахча çимĕçе тĕрĕс пăхасси. Светлана помидора – эрнере пĕрре, хăяра ытларах шăварма сĕнет. Вăл хальхи йышши технологисене пăхăнма тăрăшать. Калча ӳстернĕ чухне фитолампăпа усă курать. Калча тума вăрлăха уйăх тулса пынă чухне акма сĕнет. Помидортан вăл лечо, соус, сĕткен, салат хатĕрлет, хĕлле валли шăнтса хурать. Пахчаçă сиплĕ курăксемпе те интересленет. Эстрагон, базилик, шалфей ӳстерет.
✍"Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх" хаҫатран (06.02.2025)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев