Ырă та пархатарлă ĕç тăвакан хальхи вăхăтра та сахал мар. Унашкаллисем юлашки çулсенче, ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра, уйрăмах нумайланчĕç. Куславкка округĕнчи Кутемер ялĕнче пурăнакан Сергей Солонин та çавсен йышне хушăннă. 75-ри арçын салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕ илсе çӳрет.
«Пĕтĕмпех халăх вăйĕпе пулса пырать. Укçа-тенкĕ пуçтараççĕ. Пĕччен тумалли ĕç мар. Çул çинче те нумай укçа-тенкĕ тăккаланать: бензин, хăна çурчĕ… Хăшĕ-пĕринче тӳлевсĕрех çитереççĕ, çĕр каçнăшăн йӳнĕрех илеççĕ. Каялла таврăннă чухне отпускри салтаксене лартса килетпĕр. Беженецсем те ларса пыраççĕ, тăван тăрăха кайса кураççĕ. Малтанхи вăхăтра кăштах шиклĕх пурччĕ, халĕ хăнăхрăм», — терĕ Сергей Семенович.
Тĕплĕнрех – «Хресчен сасси» хаçатра (05.02.2025) http://hypar.ru/cv/izdaniya/hreschen-sassi/hreschen-sassi-4-3044-no-05022025
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев