– ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырупа интересленсех паллашрӑм.
Чӑваш Республики промышленноҫри, производствӑри, ял хуҫалӑхри, строительствӑри 2024 ҫулхи кӑтартусемпе Атӑлҫи тӑрӑхӗнче малти вырӑнсене йышӑнни савӑнтарать. РФ Президенчӗ вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тӑлӑх арӑмсене, концлагерте пулнисене, тыл ӗҫченӗсене пӗр хутчен паракан тӳлев ҫумне республика ертӳҫин йышӑнӑвӗпе хушса тӳлессине ырламалла. Олег Николаев регионсенче муниципалитетсене аталантармалли ҫинче чарӑнса тӑчӗ кӑҫал ҫул-йӗр инфраструктурине лайӑхлатассипе малалла ӗҫлессине каларӗ. Чӑваш Ен спорт объекчӗсен строительствипе вӑйлӑ регионсен шутне кӗни савӑнтарать. МИХсен аталанӑвӗ пирки мӗн калассине тимлесех итлерӗм. «Хыпар» Издательство ҫурчӗн ертӳҫисем пирӗн пата, «ТАТМЕДИА» информаци агентствине, опытпа паллашма пӗрре мар килнӗ. Республика Пуҫлӑхӗ Медиахолдинг тӑвассине каларӗ. Апла пурнӑҫа кӗрӗ ку ыйту.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев