Кирек кам хăнана пырсан та ăна сĕтел хушшине лартса тутлă апатпа сăйламасăр кăларса ямасть 86 çулти Галина Лукьянова. Чи кирли — çыннăн выçă çӳремелле мар. Унăн выçлăха чăтса ирттерме тивнĕ-çке-ха. Ленинградра çуралнăскер ашшĕпе амăшне вуçех астумасть — амăшĕ выçăпа вилнĕ, ашшĕ вара, çар çынни пулнăскер, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хыпарсăр çухалнă. Виçĕ çула та çитмен Галя хăр тăлăха юлнă.
«Пĕррехинче анне çывăрма выртрĕ те вăранмарĕ. Çывăрать те çывăрать. Эпĕ, пĕчĕкскер, ним ăнланман ĕнтĕ. Ун чухне çакăн пек лару-тăру тăтăшах пулнăран хваттерсене тĕрĕслесе çӳрекен ятарлă бригада пулнă Ленинградра. Вĕсем тăлăха юлнисене ача çуртне илсе кайнă. Килсене пырсан ачаран ашшĕ-амăшĕ ăçта пулни пирки ыйтнă. «Ав анне çывăрать», — тенĕ пĕчĕкскерсем. «Нумайранпа çывăрать-и?» — кăсăкланнă бригадăрисем. «Ĕнер те, паян та, питĕ нумай çывăрать», — каласа кăтартнă пепкесем. Çапла, пирĕн аннесем вырăн çинчен тăраймасăрах çут тĕнчерен уйрăлнă. Эпĕ те ача çуртне лекнĕ, мана та тăлăх шăпи кĕтнĕ», - аса илет Чăваш Ене 1975 çулта куçса килнĕ Галина Лукьянова.
Тĕплĕнрех – «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн çĕнĕ номерĕнче (30.01.2025)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев