«Шкулта юрлама-ташлама юрататтăм. Ялта спектакльсем лартатчĕç, унта хутшăнкалаттăм. «Венера, артистка пулăн», — тетчĕç. Анчах хам артиста каясси пирки нихăçан та шухăшламан. Ун пекки çинчен ĕмĕтленме хăюлăх та çитмен. Кам пулас килнине пĕлместĕм. Астăватăп-ха: яла «Анне ăшши» спектакльпе килчĕç. Валерий Молодцыгин артист «Вăт параç! Вăт параç!» тесе вылянине пăхса хамăн та кăсăклану çуралнине туйрăм. Ача чухнех темĕнле туртăм пулнах-тăр: тĕкĕр умне пырса хама сăнама юрататтăм. Кулсан, макăрсан пит мĕнле улшăннине сăнаттăм. Хăш чухне йĕнĕ чухне юри тĕкĕр патне пыраттăм», – аса илет ЧР тава тивĕçлĕ артистки Венера Пайгильдина.
Тĕплĕнрех «Çамрăксен хаçатĕнче» вуласа пĕлĕр (30.01.2025)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев