Нумаях пулмасть пепкесене Президентăн перинаталь центрĕнчен кăларнă. Арçын ачапа хĕрача виçĕ эрне каялла 3000 грамран кăшт пысăкрах виçепе çуралнă. Малтанах Алексадра çут тĕнче курма васканă, тепĕр минутран вара — унăн шăллĕ Дмитрий. Семеновсен Софья хĕр ӳсет. Халĕ вара, йĕкĕреш хушăннă хыççăн, вĕсем нумай ачаллă çемье пулса тăнă.
«Мăшăрпа иксĕмĕр Раççей чукун çулĕсенче ĕçлетпĕр. Вун пилĕк çул каялла тĕл пулса пĕр-пĕрне килĕштертĕмĕр. Çемье çавăрсан çулталăкран пирĕн йыш хушăнчĕ — хĕрача çут тĕнчене килчĕ. Яланах пысăк çемье пирки ĕмĕтленеттĕмĕр. Нумай çул кĕтнĕ хыççăн тинех пурнăçланчĕ — пирĕн йĕкĕреш çуралчĕ, арçын ачапа хĕрача!» — савăнăçне пайларĕ Нина Семенова.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев