Предыдущая публикация
Унӑн ĕҫне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхĕ Олег Николаев хутшӑнать. Ларура 2024 ҫулта туризм енĕпе туса ирттернĕ ĕҫ-хĕле пĕтĕмлетрĕҫ. Туризм пирĕн тӑрӑхра лайӑх аталаннине палӑртрĕҫ.
Пĕлтĕр, сӑмахран, Чӑваш Ене туристсем 2023 ҫултипе танлаштарсан ытларах килнĕ. Юхан шывпа килнисен шучĕ уйрӑмах пысӑк пулнӑ. 2024 ҫулта Улатӑрта тата Шупашкарта ҫĕнĕ хӑна ҫурчĕсем хута кайнӑ. 2025 ҫулта тепĕр икĕ хӑна ҫурчĕ алӑкĕсене яриех уҫĕ.
Тĕплĕнрех – "Хыпар" хаҫатӑн черетлĕ кӑларӑмĕнче.
Роза Власова сӑн ӳкерчӗкӗсем
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев