Предыдущая публикация
Паян Куславкка округӗнче Правительство кунӗ иртрӗ. Унта округӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тишкерчӗҫ. Тӗп ыйтупа округ пуҫлӑхӗ Алексей Людков тухса калаҫрӗ. Вӑл районӑн ҫитӗнӗвӗсем, тумалли ӗҫсем, малашлӑх тӗллевӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ял-хулана аталантарас ӗҫе кашни ҫыннӑн хутшӑнмаллине, проектсем хатӗрлемеллине палӑртрӗ. Ҫавӑн пекех республикӑри тӗрлӗ министерство ертӳҫисем отрасль аталанӑвӗ пирки каласа кӑтартрӗҫ. Ҫынсен ыйтӑвӗсене те хуравларӗҫ, пултаруллисене наградӑсемпе чысларӗҫ.
Андрей Михайлов сӑн ӳкерчӗкӗсем тата видео
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев