Предыдущая публикация
Шупашкар хулин пуçлăхĕ Владимир Доброхотов хушнипе хулан тӗп пайне — Хӗрлӗ тÿремрен пуҫласа чукун ҫул вокзалне ҫити — пур енлӗн хӑтлӑх кӗртмелли концепцие хатӗрлеме пуçланӑ. Ĕçлĕ ушкăна хула администрацийĕн структура пайĕсен пуçлăхĕсем, депутатсем тата общественниксем кĕнĕ.
Паян Филипп Якубчук архитектор Шупашкарти 5-мĕш гимназире тата 59-мĕш шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулнă. Вĕсенчен Чăваш Республикин тĕп хулине илĕртÿллĕрех тумалли сĕнÿсене ыйтса пĕлнĕ. Çамрăксем Шупашкара тепĕр 5-10 çултан мĕнле курнине пӗлтернӗ.
Пĕлтерĕшлĕ тĕлпулусене ытти вĕренÿ учрежденийĕсенче те ирттерӗҫ. Концепцие хатĕрленĕ чухне çавăн пекех хула çыннисемпе ыйтăм ирттерме те палăртнă.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев