Чăваш тĕррипе Оксана икĕ çул каялла интересленме пуçланă, тĕрĕ шкулĕнче ятарлă пĕлӳ те илнĕ. Пĕрремĕш ал ĕçне те лайăх астăвать Тăвай хĕрĕ. Вăл — сĕтел çитти. «Шкул çулĕсенче алла йĕп тытса курнăха, анчах çакă манăçнăччĕ. Çĕнĕрен вĕренес килетчĕ. Тĕрĕ шкулĕ уçăлнине пĕлсессĕн унта вĕренме каяс терĕм. Занятисене опытлă педагогсем ирттереççĕ. Теори тата практика сехечĕсем пур. Зачет ĕçĕнче упăшка валли кĕпе тĕрлерĕм. Уявсенче вăл ăна хаваспах тăхăнса çӳрет. Ĕмĕтсенчен пĕри — хамăн çемьене чăваш тĕрриллĕ тумтир тăхăнтартасси. Çак ĕçе майĕпен пурнăçа кĕртсе пыратăп. Кĕпине каснă, тĕрĕпе илемлетмелли анчах юлать», — тет Оксана.
Тĕплĕнрех – «Хресчен сасси» хаçатăн паянхи номерĕнче http://hypar.ru/ru/node/56463
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев