Предыдущая публикация
"Хаçат урлă ырра вĕренесчĕ", – тенĕ «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский.
1906 çулхи кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă. «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекенсем халала ăша хывса, тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Информаци уйĕнче аталанаççĕ, вулакан патне кирлĕ, вăхăтлă, вырăнлă информаци илсе çитерессишĕн вăй хураççĕ. Хаçат-журнала кăларма журналистсем, дизайнерсем, корректорсем, полиграфистсем хутшăнаççĕ. Кашнин хăйĕн тĕллевĕ. Вулакан патне интереслĕ те тĕрĕс информацие илсе çитересси.
Вĕсем пирки ыран ирхине 6 сехет те 26 минутра Чăваш радио эфирĕнче каласа паратпăр. Итлĕр!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев