Предыдущая публикация
Арçын кăкăр хыçĕнче вăйлă ыратнипе нушаланнă, эмел ĕçсен те иртмен. Вара вăл ир-ирех «103» номерпе шăнкăравласа пулăшу ыйтнă. Тухтăрсем арçыннăн миокардăн çивĕч инфаркчĕ пулнине палăртнă. Пĕрремĕш пулăшу панă хыççăн ăна Республикăри клиника больницине илсе кайма тухнă. Анчах çул çинче пациентăн чĕри тăватă хутчен чарăннă, фельдшерсем ăна пурнăçа тавăрнă, хăвăртрах Канашри медицина центрне илсе кайнă. Çав кунах Республикăри клиника центрне илсе çитернĕ, чĕрине операци тунă.
Халĕ арçыннăн сывлăхне çирĕплетме ятарлă курс витĕр тухмалла.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев