Вĕсенчен пĕри — совет саманин музейӗн йĕркелÿçи, усламçă Николай Адёр. Халĕ пирĕн кăларăмсене Шупашкарти «Кăмаша» лавккара та туянма пулать.
«Кăçал музейпе çыхăннă нумай ĕç пурнăçларăмăр: çурт тăррине майларăмăр, çĕнĕ залсем йĕркелерĕмĕр. Çак тĕллевпе 2 миллион тенкĕ тăкакларăмăр», — палăртрĕ Николай Михайлович.
Кăçал шутлав /компьютер/ техникин музейне йĕркеленĕ. Ăна Улатăр тăрăхĕнче çуралнă, Мускавра пурăнакан саппасри полковник Владимир Орлов пулăшнипе хута янă.
Халĕ «Совет çарĕн историйĕн музейĕ» çĕнĕ экспозицие вырнаçтарассишĕн вăй хураççĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ тĕле хатĕрлесе çитересшĕн.
📸Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗсем
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев