Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Чӑн - чӑн юлташ вӑл - пӗр пулать.
Шывра, вутра тӗрӗсленни.
Кайсан та хӑй асрах юлать.
Тавах турра тен, тӗл пулни.
Йӑлтах кураҫ, иккен, лерен.
Пӗлеҫ тӗр, пирӗн шухӑша.
Ырри пӑхать ҫӳл тӳперен.
Упра, тет, ҫакӑ чӑваша.
Ыр ҫын вилет те ят юлать
Асрах вӑл тунӑ, ыр ӗҫсем.
Чӗррисене сыхлас пулать.
Куҫ пек упрасшӑн ҫав чунсем.
Пӗлсем, этем, ҫак кун ҫути.
Пуриншӗн те хӑналӑха.
Йӑлтах иртет, ытти - хытти.
Кайса выртсан, яланлӑха...
Эпир, теп, асӑнар, сана.
Ыр ят хӑвартӑн мир ҫине.
Ан асӑнах, тӑрук, мана.
Ыр ят юлинччӗ, ял ҫине...