Предыдущая публикация
Ӑраскал туптас тесе.
Тӗрлӗ тантӑш,тус та тупрӑм
Ыррине ӗмӗтленсе.
Ҫула май качча та кайрӑм
Кунӑм-ҫулӑм — перекет.
Ачасем савса ҫуратрӑм,
Унсӑр уссӑр ҫул иртет.
Ҫаврӑнса пӑхас пулсассӑн
Мӗн чул пулӑм— ҫула май.
Ҫӗнӗрен ҫул пуҫласассӑн,
Ҫак ҫулпах каям самай.
Хӑш чухне самантлӑх теттӗм
Ӗмӗрлӗх юлассине.
Ҫутӑ ӗмӗт те пач тӗттӗм
Пурнӑҫланайман чухне.
Ҫула май пек иртрӗ-чупрӗ,
Вӗҫрӗ-вӗҫрӗ вуншар ҫул.
Пулни — пулнӑ, хӑшӗ— пӗтрӗ.
Пурте — ҫула майлӑ ҫул.
Алина Николаева-Ӳнерпи 
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 3