Предыдущая публикация
Кӗлӗ ирттерме Чистайпа Анат Кама епархине ертсе пыракан Пахомий владыка пилленӗ.
Çӗмӗртлӗри кӗлӗ çуртне туса пӗтереççӗ анчах. Çак пысăк ӗçе пурнăçлама Çӗмӗртлӗ тата таврари ялсенче пурăнакан çынсем нумай вăй хунă. Халӗ вара савăнсах литургине пуçтарăннă. Пӗрремӗш кӗле иерей Антоний Рыбочкин ирттернӗ.
– Храма пӗтӗмӗшпех туса пӗтерсе уҫиччен ӗçсем нумай ха, анчах ҫак сӑваплӑ вырӑнта кӗлӗсем ирттерме май пурри – пысӑк ҫитӗнӳ , – тесе палӑртрӗ Аксу районӗнче благочиннӑй Александр Качаев протоиерей. – Литурги вӑхӑтӗнче турӑ ҫуртне тума хутшӑнакансемшӗн пуриншӗн те кӗлӗ тунӑ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев