Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннă Григорий Федоров çинчен унӑн мӑнукӗсем каласа пачӗç. Вӑл Кивӗ Саврăшӑра 1910 ҫулта ҫуралнӑ. Ачалӑх йывӑр пулнӑ, ашшӗсӗр, амӑшӗсӗр ӳснӗ. Сивӗ те, выҫлӑх та пулнӑ. 1936 ҫулта Теччӗ хулинче шофера вӗренсе тухнӑ. Вӗренсе тухнă хыҫҫӑн тӑван ялта "Комбинтерн" колхозра шофер пулса ӗҫленӗ, ҫемье çавăрнă пулнӑ, вӑрҫӑ пулман пулсан, пурте лайӑх пулнӑ пулӗччӗ.
1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче вӑл Хусанта пулнӑ. Киле таврӑннӑ чух Чистай хулинче Совет Союзӗ çине Германи тапӑнни ҫинчен пӗлнӗ. Августӑн 28-мӗшӗнче ӑна фронта чӗннӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа Григорий Семенович медсанбатра шофер пулнӑ. Служба вӑхӑтӗнче "Паттӑрлӑхшӑн"медаль илнӗ. Награда листинче çапла каланӑ: "Медикӑпа санитари батальонӗнчи 436-мӗш уйрӑм Хӗрлӗ çар салтакӗ Федор Семенович хăйне ӗҫ вӑхӑтӗнче хӑйӗн тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан чи лайӑх шофер пек кӑтартрӗ. Ҫак хушӑра вăл нимӗнле аварисӗр, ҫӗмӗрӗлмесӗр ҫирӗплетнӗ автомашинӑпа 9356 ҫухрӑм иртнӗ. Вӑл автомашинӑна ялан юсавлă, ҫапӑҫӑва хатӗр, таса тытнӑ. Аманнисене турттарнӑ чухне вӑл вӗсене яланах тимлӗн пӑхнӑ, ытлашши тӗрткелешнинчен тата кирлӗ мар асапсенчен сыхланӑ. Вăл медсанбата 1221 ҫынна çитернӗ тата медсанбатран госпитале 2172 ҫынна куçарнă, вӗсенчен 811 ҫын выртаканнисем пулнă. Хӑш-пӗр чухне хӗрӳ çапăçусем ҫывӑхӗнче те аманнисемпе чирлисене турттарма тӳр килнӗ. Тикӗс ҫулсем пулсан, М.С.Б. тата П. Г. Г. пулнӑ вырӑнта вӑл 141 кг. бензина перекетленӗ".
1945 ҫулхи апрелӗн 20-мӗшӗнче Григорий Федорова "Çапӑҫури тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн"медальпе наградӑланӑ. Награда листи ҫинче вӑл РАТ хӑватлӑ радиостанцири шофер-электромеханик пулса ӗҫлени ҫинчен каланӑ. Вӑй чаҫӗн вӗҫӗмсӗр ӗҫне тивӗҫтернӗ. Хир условийӗсенче кӗске вӑхӑтрах двигателе виçӗ хут вӑтам ремонт тунӑ. Унӑн М-1 двигателӗ 500-600 сехет юсавсӑр ӗҫленӗ. Кенигсберг операцийӗнче çар ӗҫӗнче пысӑк ӑсталӑх кӑтартнӑ. Радиостанцин хыпар паракан пайӗ талӑкра 20-23 сехетчен ӗçленӗ. Инҫете кайнӑ пулин те радиостанци Аслӑ Маршал сетӗпе ВВС КА Тӗп Узелне ҫыхӑну тытассине тивӗҫтернӗ, çакӑ Федоров электромеханик пулӑшнипе ӗҫлекен вӑй агрегачӗн ӗҫӗнчен нумай килнӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫне пӗр кӑлтӑксӑр туса пынӑ, ҫакӑнпа вӑл Ҫӗнтерӗвне пысӑк тӳпе хывнӑ.
Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче унӑн радиостанцийӗн вӑй - хӑвачӗ 3200 сехет ӗҫленӗ, автомашина ҫӗмӗрӗлмесӗр тата аварисӗр 1750 ҫухрӑм хушă иртнӗ.
Григорий Семенович вӑрҫӑран 1945 ҫулта таврӑнса тӑван колхозра ӗҫленӗ. 1979 ҫулхи январӗн 16-мӗшӗнче чирлесе вилнӗ, вӑл 68 ҫулта пулнӑ. Мӑнукӗсемпе ача мӑнукӗсем аслашшӗне, лайӑх та ырӑ ҫынна, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вăрçин паттăрне асра тытаҫҫӗ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев